🇷🇺Раҫҫей халӑхӗшӗн паян питӗ пӗлтерӗшлӗ кун. Шӑпах 10 ҫул каялла Крымра пурӑнакансем пӗр шухӑшлӑн пулса пирӗн ҫӗршывпа пӗрлешме кӑмӑл тунине ҫирӗплетнӗ. Унтанпа ҫак республика Раҫҫей субьекчӗ шутланать. Кунта тӗрлӗ халӑх ҫыннисем туслӑ, килӗштерсе пурӑнаҫҫӗ. Вӗсем хӑватлӑ та вӑйлӑ ҫӗршывпа пӗрлешнишӗн питӗ хавас пулнине палӑртаҫҫӗ.
⚡Крым республики пирӗнпе пӗр сывлӑшпа сывлама пуҫлани 10 ҫул ҫитнӗ ятпа Сителти культура ӗҫченӗсем "Раҫҫейпе Крым - пӗрле!" информаципе пӗлӳ сехечӗ ирттерчӗҫ. Кунта Оксана Хомуткина библиотекарь ҫак ҫурмаутравӑн историйӗпе паллаштарчӗ. Унта халӑх пӗр-пӗрне яланах пулӑшма, йывӑр вӑхӑтра алӑ тӑсса пама хатӗр пулнине пӗлтерчӗ.
🌟Ҫак мероприятин хӑни Украина ҫӗрӗ ҫинче иртекен ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан Александр Козлов пулчӗ. Вӑл шкул ачисене тӗрлӗ халӑх юлташлӑ пулни ҫӗршывшӑн та ҫынсемшӗн те питӗ кирлине каласа кӑтартрӗ. Туслӑх ҫирӗп пулнипе ӗнтӗ пирӗн Раҫҫей вӑйлӑ та хӑватлӑ тесе пӗлтерчӗ вӑл.
🇷🇺Крым республикине халалланӑ пӗлӳ сехетӗнче ачасем хӑйсене валли ҫӗнӗ япаласем пайтах пӗлчӗҫ. Унти тавралӑх нумайӑшне килӗшет иккен. Ӳссе ҫитсен Крыма кайса курас текенсем те пулчӗҫ.
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Комментарии 1