Тăватă çул кĕрлерĕ вăрçă шавĕ
Вутра çунан Европа çийĕпе.
Тăван çĕршыв салтакĕсен мухтавĕ
Çĕкленчĕ çав вутри çĕнтерÿпе.
🎈Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи чаплă çĕнтерÿпе вĕçленнĕренпе 79 çул çитрĕ. Хаяр вăрçă тăватă çул кĕрлерĕ. Кашни ял-хулари евĕрех Сител ялĕнче те çак уява манса хăвармарĕç. Майăн 9-мĕшĕнче культура ĕçченĕсем тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуçĕсене хунă ентешĕмĕрсене асăнса лартнă палăк умне пуҫтарӑнчӗҫ. Ҫӗнтерӳ кунӗ ячӗпе унта митинг иртрӗ. Оксана Хомуткинапа Ирина Лякова çак паттӑрсене пурне те ятран аса илчĕç, вĕсемпе тата ытти салтаксемпе мăнаçланса сăвăсем вуларĕç. Унтан çак тата ытти миллионшар вăрçăран таврăнайман хÿтĕлевçĕсене пĕр минут шăп тăрса чыс турĕç. Первомайски территори пайӗн ертӳҫи Леонид Пыркин, Патӑрьел муниципалитет округӗн депутачӗсем Александр Ивановпа Владимир Федоров Аслă Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе салам сăмахĕсем каларĕҫ. Яланах мирлĕ пурнăç пултăр тесе сунчĕҫ. Вăрçăран тăван ялăн таса та уçă сывлăшĕпе каялла таврăнса сывлайман паттăрсене чыс туса палăк умне венок хучĕҫ.
🎈Халăха Çĕнтерÿ парнеленишĕн, савăнăç, ырлăх туллишĕн, телейшĕн, тĕнчери, тÿпери сар хĕвелшĕн тав сире, ҫӗнтерӗве ҫывхартнӑ пур салтаксем, ветерансем, тыл ӗҫченӗсем! Мирлĕ куншăн, кун лăпкă çутишĕн, пурнăçа вилĕмрен хăтарнишĕн тав сире! Тавах сире, Ҫӗнтерӳшӗн.
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Комментарии 4