⚡Ҫемье – кашни ҫын пурнӑҫӗнче чи хисеплӗ те пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнать. Шӑпах ҫемьерен эпир юратăва, яваплӑха, ӗҫе, хисепе вӗренетпӗр.
Раҫҫейри Ҫемье çулталӑкне тата Пӗтӗм Тӗнчери Ҫемье кунне халалласа Сителте культура ӗҫченӗсем "Кукамай тата эпӗ спортпа питӗ туслӑ!" спорт уявӗ ирттерчӗҫ. Мероприятине ҫемье ушкӑнӗсен ӑмӑртӑвӗ майлӑ йӗркелерӗҫ. Унӑн тӗллевӗсем: ҫемье хутшӑнӑвӗсенче лайӑх опыт йӗркелесси, пӗрлехи пултарулӑх ӗҫ-хӗлӗ патне туртӑнасси, ачасемпе ҫитӗннисем пĕр-пĕрне ӑнланасси, пӗр-пӗрне пулӑшасси, ҫемьери хутшӑнусене ҫирӗплетсси пулса тӑчӗҫ.
⚡Питӗ кӑсӑклӑ, савӑнӑҫлӑ иртрӗ уяв. Кукамайсемпе мӑнукӗсем тӗрлӗ тупӑшура хутшӑнса хӑйсем хастар, хӑюллӑ, вашаватлӑ пулнине ҫирӗплетсе пачӗҫ. Уяв пурне те ҫутӑ туйӑм, савăк кӑмӑл парнелерӗ. Пухӑннисене малашне те ҫакӑн йышши конкурссене хутшӑнма хавхалантарчӗ.
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Комментарии 30