Мӑнкун чи аслӑ та ҫутӑ уяв. Чӑваш халӑхӗ ӑна мӗн авалтан паллӑ тунӑ. Сителти культура ӗҫченӗсем Мӑнкун эрнинче библиотекапа клуба килнӗ ентешсемпе "Мӑнкун сӑвӑнӑҫлӑ кун!" уяв ирттерчӗҫ. Кунта ӗҫлекенсем ҫак кунӑн историйӗпе, тӗрлӗ вӑхӑтра еплерех паллӑ туни ҫинчен каласа кӑтартрӗҫ. Хӑнасем те хӑйсен пурнӑҫӗнче пулса иртнӗ Мӑнкунпа ҫыхӑннӑ пулӑмсемпе паллаштарчӗҫ. Аслӑраххисем ҫак уявра Сӗрен чупни пирки аса илтерсе ӑнлантарса пачӗҫ. Пурне те кун пирки пӗлмешкӗн питӗ интереслӗ пулчӗ. Пӗчӗк Дарина Выросова илемлӗ сӑвӑ каласа тӗлӗнтерчӗ.
Уявра "Кам паттӑр?" вӑйӑ вылярӗҫ. Хӗретнӗ ҫӑмартасене шаккаса пӗр-пӗринпе тупӑшрӗҫ. Вӑйӑра чи паттӑрри Нина Соколова пулчӗ.
Мӑнкуна мӗн ӗлӗкрен хаваслӑ ирттернӗ. Эпир те ҫак кӑмӑлпа уява савӑнӑҫлӑ тума тӑрӑшрӑмӑр, пурне те ырӑ туйӑм парнелерӗмӗр.
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Комментарии 6