Предыдущая публикация
Хамӑр тавралӑха тасатса тӑмасассӑн никам та тирпейлесе парас ҫук.
Акӑ кӗҫех Аслӑ Мӑнкун уявӗ ҫитет. Чӑвашсем мӗн авалтан ҫак кунччен тавралӑха, кил-ҫурта ҫӳп-ҫапран тасатнӑ. Ку йӑлана ырласа хамӑр умсене тата ҫывӑхри лапамсене тирпейлеме тӑрӑшар. Куратпӑр ӗнтӗ ялти мусӑр ещщӗкӗсем ҫывӑхӗнче тасамарлӑх хуҫаланать. Ҫавӑнпа та кашнинех чӗнсе калас кӑмӑл пур. Айтӑр-ха, хамӑр пӑрахакан контейнерсем таврашӗнчи ҫӳп-ҫапа йывӑр пулсан та тасатса тирпейлер!
☘️Илемлӗхшӗн, тасалӑхшӑн пурте кар тӑрса кӗрешер! Мӑнкун уявне таса урамсепе кӗтсе илер!
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев