Çак кун 1848 -мӗш ҫулта чӑваш халӑхне ҫутта кăлараканĕ, ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхне йӗркелекенӗ, Библие чӑвашла куҫараканӗ Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнă.
🔸Иван Яковлевич Яковлев хальхи Тутар Республикине кӗрекен Кӑнна-Кушки ялӗнче ҫуралнӑ. Чӗмпӗр гимназийӗнче, Хусан университетӗнче вӗреннӗ, чӑваш шкулӗн инспекторӗнче, Чӗмпӗр чӑваш шкулӗн ертӳҫинче ӗҫленӗ. Н.И. Ильминский вӗренекенӗ. 1930 ҫулта вилнӗ, Мускавра Ваганьково масарӗнче пытарнӑ.
♦Хальхи вӑхӑтра Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗ И.Я. Яковлев ячӗпе хисепленсе тӑрать. Шупашкарта Чӑваш патшалӑх университетӗнче ҫутлӑхҫӑ эткерне тӗпчекен лаборатори ӗҫлет, ятарлӑ музей пур. И.Я. Яковлев палӑкӗ Шупашкарта Чӑваш наци вулавӑшӗ умӗнче вырнаҫнӑ. Кунсӑр пуҫне И.Я. Яковлев музейӗ тӑван ялӗнче те, Чӗмпӗрте те пур.
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Комментарии 1