🌟Раҫҫейре Ҫӗршыв хӳтӗлевҫисен кунне паллӑ турӗҫ. Ҫак ятпа кашни ял-хуларах тӗрлӗ мероприятисем иртрӗҫ. Сител клубӗнче те чи хӑюллӑ та хастар арҫынсемпе яшсене сума суса спортпа юрӑ-кӗвӗллӗ уяв пулчӗ. Культура ӗҫченӗсем ялти хастар ҫамрӑксем пулӑшнипе йӗркеленӗ мероприяти ҫӳллӗ шайра иртсе кайрӗ.
⚡️Хӑй вӑхӑтӗнче тивӗҫлӗн ҫӗршыва хӳтӗленӗ тата пулас хӳтӗлевҫӗсене яланах патвар та харсӑр, хӑюллӑ та маттур пулма сунса уяв ячӗпе Сител ялӗн старости Юрий Степанов саламларӗ. Вӑл ҫамрӑксем тӗрлӗ турнирсенче ял чысне, пӗрмаях хӳтӗленӗшӗн, ҫӳле ҫӗкленӗшӗн тав турӗ.
🌟Ҫӗршыв хӳтӗлевҫисен кунне халалланӑ уявра яшсемпе аслӑ ӳсӗмри арҫынсем, шашка, шахмат тата сӗтел ҫи теннис вӑййисен ӑмӑртӑвӗсене хастар хутшӑнса тупӑшрӗҫ. Хӗрӳ те ҫивӗч ӑмӑртура ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртма ҫӑмӑлах пулмарӗ. Ҫапах та турнирта шашкӑлла выляса пӗрремӗш вырӑна Константин Матюшкин, иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗшне Дмитрий Васильевпа Андрей Аблясов пайларӗҫ. Шахмата кӑмӑллаканнисен хушшинче Станислав Хомуткин, Тимур Шайманов, Константин Матюшкин ҫӗнтерӳҫӗсем пулса тӑчӗҫ .
🏓Уявра Сител ҫамрӑкӗсем ытларах сӗтел ҫи теннис вӑййине юратни палӑрчӗ. Ҫакна кунта нуммайрах хутшӑнакан пулни те ҫирӗплетрӗ. Ҫапла вара теннисла выляса шкул ачисен хушшинче Илья Макаровпа Даниил Выросов ҫӗнтерчӗҫ. Аслисенчен вара пӗрремӗш Дмитрий Васильев, иккӗмӗш Алексей Шайманов, Тимур Шайманов виҫҫӗмӗш вырӑнсене тухма пултарчӗҫ. Кашни мала тухнӑ спортсменсене медальсемпе тата сумлӑ парнесемпе чысларӗҫ.
🪗Уявра хамӑрӑн сумлӑ хӳтӗлевҫӗсене шкул ачисемпе хӗрарӑмсен ушкӑнӗ юрӑсен саламӗпе савӑнтарчӗҫ. Вӗсене пирӗн тӑрӑхри ӑста гармонист Валерий Фролов купӑс каласа хавхалантарса пычӗ. Вырӑнти артистсене куракансем илемлӗ шӑрантарнӑ юрӑсемшӗн чунтан тав турӗҫ. Савӑнӑҫлӑ уявшӑн хыттӑн алӑ ҫупса хавхалантарчӗҫ.
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Комментарии 11