Весной вновь оживает вся природа, весь мир... и молодые влюбляются.
-------------------------------------------------------------------------------------------------
"Çуркунне, çуркунне, çуркунне
Шăрантараççĕ кайăксем юррисене.
Çуркунне, çуркунне, çуркунне
Юратаççĕ каччăсем хĕрĕсене." - юрлать Александр Васильев.
"Вот весной, вот весной, вот весной
Заливаются птицы трелями.
Вот весной, вот весной, вот весной
Влюбляются парни в своих девушек." - поёт Александр Васильев.
Васильев Александр Михайлович - поэт, композитор, исполнитель чувашских песен, автор телепередач.
Родился 13 июля 1961 года в деревне Ирхсирмы-Кошки Мариинско – Посадского района Чувашской Республики.
===============================
Текст песни "Çуркунне" ("Весна").
===============================
Музыка:
Слова:
===============================
1). Çав тери хитре çурхи кунсем -
Илемленеççĕ хирсем, улăхсем.
Чечекленеççĕ садсем, пахчасем.
Чĕрĕлеççĕ пулă, чĕрчунсем.
Хушса юрламалли: ( Припев )
-------------------------------------------------
Çуркунне, çуркунне , çуркунне
Шăрантараççĕ кайăксем юррисене.
Çуркунне, çуркунне, çуркунне
Юратаççĕ каччăсем хĕрĕсене.
-----------------------------------------------
2). Çав тери кĕске çурхи каçсем,
Янăраççĕ хĕрсен юррисем.
Илĕртеççĕ яшсен сассисем,
Саланаççĕ ялти çăмрăксем.
Хушса юрламалли: (Припев )
-------------------------------------------------
Çуркунне, çуркунне , çуркунне
Шăрантараççĕ кайăксем юррисене.
Çуркунне, çуркунне, çуркунне
Юратаççĕ каччăсем хĕрĕсене.
------------------------------------------------
3). Кĕскелсе пыраççĕ çĕрĕсем,
Тутлă ыйхăра ял-йышăмсем.
Шăплăха шыраççĕ çамрăксем,
Вăрттăн çуралаççĕ туйăмсем.
Хушса юрламалли: (Припев )
-------------------------------------------------
Çуркунне, çуркунне, çуркунне
Шăрантараççĕ кайăксем юррисене.
Çуркунне, çуркунне, çуркунне
Юратаççĕ каччăсем хĕрĕсене.
Çуркунне, çуркунне, çуркунне
Шăрантараççĕ кайăксем юррисене.
Çуркунне, çуркунне , çуркунне
Юратаççĕ каччăсем хĕрĕсене.
------------------------------------------------
===============================