Мы используем cookie-файлы, чтобы улучшить сервисы для вас. Если ваш возраст менее 13 лет, настроить cookie-файлы должен ваш законный представитель. Больше информации
Талăкра пĕр сехет çывăрни те пулать Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан кашни салтакăн хăйĕн должноçĕ, тивĕçĕ. Штурмовикпа артиллеристран пуçласа çăкăр пĕçерекенпе повар таранччен пĕр тĕллев вĕсен — çĕнтерĕве çывхартасси. Кунта, паллах, медицинăпа санитари службинче тăракансен тỹпи те çав тери пысăк. Хăйĕн ирĕкĕпе Кăçалхи кăрлач уйăхĕнче çĕршыв хỹтĕлевçисен ретне тăнă Елчĕк каччин Дмитрий Бобровăн биографийĕ «гражданкăра» та ăнăçлă çырăнма пуçланă темелле: Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетне пĕтерсен икĕ çул тухтăрсен квалификацине ỹстерекен институтра ординатурăра вĕреннĕ. Анестезиолог-реаниматолога республикăри клиника онкологи диспансерĕнче ĕç те тупăннă. — Дима,