Свернуть поиск
Дополнительная колонка
Правая колонка
Фёдоровсене саламлама хӑна-вӗрле йышлӑ пухӑнчӗ. "Енӗшсем" халӑх фольклор ушкӑнӗ хаваслӑ юрӑ-ташӑпа уява илем кӳчӗ. Капӑр тумлӑ хӑнасем Катеке хӗр илме кайрӗҫ. Параппан-купӑс сасси таврана янратрӗ. Туй арӑмӗсем юрӑ хыҫҫӑн юрӑ шӑрантарчӗҫ, шахвӑртса та юптарса ҫамрӑксене ырлӑхпа телей сунчӗҫ, такмакласа ташларӗҫ, пурне те хавхалантарчӗҫ. Чылайлӑха асра юлӗ чӑваш туйӗ. Асатте-асаннесен йӑли-йӗркине манманни савӑнтарать, шанӑҫ парать.

Присоединяйтесь — мы покажем вам много интересного
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев