Свернуть поиск
Дополнительная колонка
Правая колонка
Тăван тăрăхне тирпей-илем кĕртес, унăн сăн-сăпатне лайăх енне улăштарас тесе чунне пама хатĕр вăл. Ахальтен мар кашни ыйтăва ял халăхĕпе сӳтсе явать, тумалли ĕçе пĕрле пурнăçлать. Ялти пĕр мероприяти те унсăрăн иртмест. Çавăн пекех вăл ял-йышăн сывлăхне пăхса тăрать. Вера Чернова — вырăнти фельдшерпа акушер пункчĕн ертӳçи, аслă категориллĕ фельдшер.
— Ял старостинче Михаил Иванов тăрăшатчĕ. Каярахпа ăна ял депутачĕ пулма шанчĕç. Çавна май мана халăх ял старостине суйларĕ. Паллах, малтан кăштах шиклентĕм. Ара, унăн тилхепине арçынна тыттарсан аванрах ĕнтĕ. Çапах ĕçе пикентĕм. Малтанах эпир Михаил Васильевичпа пĕрле тачă çыхăнса ĕçлерĕмĕр. Ял депутачĕсен тытăмне пĕтернĕ хыççăн манăн тĕрек пĕтрĕ, хама шанмалли çеç юлчĕ, – терĕ Шупашкар округĕнчи Мишер ялĕн старости Вера Витальевна.
"Ял управçи – хĕрарăм" социаллă проект («Хыпар» хаçат. 25.09.2026)

Присоединяйтесь — мы покажем вам много интересного
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев