Свернуть поиск
Дополнительная колонка
Правая колонка
Санкт-Петербург хулинче Чăваш Ен кунĕсене халалланă мероприятисем иртнĕ.
Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Олег Николаевпа Санкт-Петербург кĕпĕрнаттăрĕ Александр Беглов ЧР Министрсен Кабинечĕпе Санкт-Петербург Правительстви хушшинчи килĕшĕве — çитес икĕ çулта пурнăçа кĕртмелли мероприятисен планне — алă пуснă. Унти кашни пункт пĕр-пĕр ĕçпе е тытăмпа çыхăннă: промышленноç кооперацийĕ, ял хуçалăхĕ, производствăсене роботизацилесси тата автоматизацилесси, транспорт, сывлăх сыхлавĕ, вĕрентӳпе культура.
«Чăваш Ен выпускникĕсене Питĕрти тĕп уявсенчен пĕрне — «Алые паруса» праçнике — чĕннĕшĕн Александр Дмитриевича уйрăммăн тав тăватăп. Пирĕн ачасемшĕн çакă асран кайми самант пуласса шанатăп», — тенĕ регион Пуçлăхĕ Олег Николаев социаллă сетьри хăйĕн страницинче.
Тĕплĕнрех – «Хыпар» хаçатра (01.09.2026)

Присоединяйтесь — мы покажем вам много интересного
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев