Свернуть поиск
Дополнительная колонка
Правая колонка
Валентина БАГАДЕРОВА, "Ял пурнӑҫӗ" хаҫат редакторӗ:
– Пĕлӳ кунĕ тесен 1985 çулхи çу уйăхĕн 9-мĕшĕ асăма килет. …Асатте Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 40 çул çитнине уявламашкӑн кайма хатĕрленет. Эпĕ, çичĕ çулти ача, вăл орден-медаль çакнă пиншакне тăхăннине куç илмесĕр сăнатăп. Сасартăк хайхискер мана алăран çавăтрĕ. «Хĕрĕм, кăçал санăн 1-мĕш класа каймалла. Атя, паян портфель туянатпăр», — тесе килтен илсе тухрĕ. Митинг вĕçлениччен чĕре сиксе тухатчĕ пуль. Хупса каясран хăранипе вĕçĕмсĕр лавкка енне пăхатăп. Аранах кĕтсе илтĕм çав саманта.
Çурăм хыçне симĕс портфель çакса ярсан качака путекки евĕр сиккелесе килелле чуптартăм. Асатте вăрçăран хăрах урапа таврăннăччĕ. Протезпа хыпаланса утаймастчĕ. Ăна та кĕтсе тăмарăм, хăвăртрах çĕнĕ япалана асаннене кăтартас килчĕ.
Шкула кайма вăхăт çитессе тата еплерех чăтăмсăррăн кĕтрĕм-ха! Урама тухсан аякка кайма чаратчĕç пулин те — виçĕ кунра пĕрре те пулин пур пĕр шкул патне кайса пăхса килеттĕм.
Çав симĕс портфельпе тата мĕн чухлĕ мыскара курман-ши? Класри тăватă ачан çавăн пеккиччĕ. Эпир вĕсене час-часах пăтраштарса яраттăмăр. Киле ĕç тума ларсан пăхатăн та — сумкка хамăн мар. Ял тăрăх чупатăн вара портфель шыраса. Тетрадь çине çырнă ят тăрăх каятăн, анчах санăн сумкка унта мар… Халь кулăшла паллах. Ун чухне вара йĕрес килетчĕ.

Присоединяйтесь — мы покажем вам много интересного
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев