Ҫӗнӗ кӑларӑмпа тата паллӑ ҫыравҫӑн мӑнукӗпе паллашма вулакансем йышлӑн пуҫтарӑнчӗҫ.
Чӑваш литературинче Мӗтри Кипек ятпа палӑрнӑ Дмитрий Афанасьев - пурте кӑмӑлласа вулакан повӗҫ-калавпа романсен авторӗ. Вӑрнар ывӑлӗ 1933 ҫултан пуҫласа 54-мӗш ҫулччен Совет ҫарӗнче хӗсметре тӑнӑ, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи умӗн Киеври ҫар училищинчен вӗренсе тухнӑ, вӑрҫӑ хыҫҫӑн ҫарпа юридици академине пӗтернӗ. Хайлавӗсенче автор хӑй куҫӗпе курнине, чун-чӗрипе ӑс-тӑнӗ витӗр кӑларнине сӑнлать. Паян та ҫан-ҫурӑма ҫӳҫентерекен "Паттӑрсем хыпарсӑр ҫухалмаҫҫӗ" роман-эпопея - фашистсене хирӗҫ паттӑрла кӗрешнӗ совет партизанӗсен парӑнманлӑхӗ ҫинчен.
Кӗнеке хальхи ҫамрӑксемшӗн мӗн тери кирлине, Ҫӗршыва юратма, патриотла воспитани пама пулӑшнине шута хурса, ӑна ҫыравҫӑн мӑнукӗ хӑй укҫипе кӑларнӑ. "Лидеры России" конкурс ҫӗнтерӳҫи, "Эльбрус" клубӑн ӗҫ тӑвакан комитечӗн пайташӗ, усламҫӑ аслашшӗнчен улттӑра юлнӑ, ӑна аван астӑвать. Ҫыравҫӑпа пӗр ятлах Дмитрий Афанасьев аслашшӗн еткерне упраса халӑх патне ҫитерессишӗн ҫине тӑрать. Икӗ томран тӑракан кӗнекене вӑл республикӑри кашни библиотекӑна парнелесшӗн. Ҫитменнине чӑвашлине те тепӗр хут пичетлеттересшӗн.
Вӑрҫӑ хыҫҫӑн ҫуралнӑ темиҫе ӑру ҫакӑн йышши кӗнекесене вуласа ҫитӗннӗ. Роман чи малтан 1969-мӗш ҫулта кун ҫути курнӑ, ӑна 5 ҫул иртсен тепӗр хут пичетлесе кӑларнӑ. Автор уншӑн Чӑваш АССРӗн Константин Иванов ячӗллӗ Патшалӑх премине илме тивӗҫ пулнӑ. Алла Салаева Патшалӑх Думин депутачӗ хайлавӑн хакӗ ӳссе кӑна пынине палӑртрӗ, "шкулсенче тӗлпулусем ирттермелле, тӑван литературӑна вӗрентекенсен уроксенче Мӗтри Кипек пултарулӑхӗ урлӑ чӑваш чӗлхи пуянлӑхӗ ҫинчен калаҫмалла" терӗ. Гуманитари ӑслӑлӑхӗн институчӗн ӗҫченӗсем ҫыравҫӑ тӗплӗ, тирпейлӗ ҫын пулнине палӑртаҫҫӗ, ҫакна упранса юлнӑ пуян архив ҫирӗплетет.
Малашне ҫакӑн йышши тӗлпулусем шкулсенче иртӗҫ. Ҫивӗч сюжетлӑ хайлавсен маҫтӑрне ҫӗнӗ ӑру хапӑлласа йышӑнассӑн туйӑнать.
Марина Карягина , Игорь Ульянов
Присоединяйтесь — мы покажем вам много интересного
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев