We use cookies to improve our service for you.
You can accept them or configure them yourself. More information
Аван-и!!! «Мухтавлă ентешсем» ятарлă ярăм. Патшалăх ĕçченĕ, 19 çул хушши Чӑваш патшалӑх университечӗн ректорӗ пулнӑ, паллă профессор, экономика ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Лев Пантелеймонович Кураков ҫуралнӑранпа 80 çул çитсе пынă май.
Comments 0
Likes 0
ВЛАДИМИР ЛЕОНТЬЕВ Клип Ан кай таван муз. И.Аршинова , сл.Ю. Сементера
Comments 0
Likes 6
Александр Васильев - Улăхра
Comments 0
Likes 1
АВАН-и!!! Тăван халăхăн «Шăпа терчĕ» ятарлă ярăм: Савнă халăх манпалан Шухăшлатăр та калатăр Уçă ирěк кăмăлтан:       Юратăва тата сăвăç тивĕçне пĕр=пĕринпе çураçтарайманни, уçăлса çитеймен кăмăл=туйăма сисĕмлĕн палăртни - çакă вăл вăхăтри поэзи анлăшне чăнах та аслăлатнă, унăн илĕртÿлĕхне ÿстернĕ, Сăвăçăн хăйне асла хурасси çук, часах унăн ячĕ те вулакансемшĕн паллă пуласса шанать (П. Хусанкай. Çырнисен пуххи. 1 том, 12-13 с.).
Comments 0
Likes 6
АВАН-и!!! Тăван халăхăн «Шăпа терчĕ» ятарлă ярăм: Савнă халăх манпалан Шухăшлатăр та калатăр Уçă ирěк кăмăлтан:      Хусанкай вара хăйне поэт пек туйма пуçланăранпах "чун=чĕре пăлхавне" тăван халăх пурнăçĕпе пĕр кĕвĕллĕ ĕнернĕ... Юратăва  тата сăвăç тивĕçне пĕр=пĕринпе çураçтарайманни, уçăлса çитеймен кăмăл=туйăма сисĕмлĕн палăртни - çакă вăл вăхăтри поэзи анлăшне чăнах та аслăлатнă (П. Хусанкай. Çырнисен пуххи. 1 том, 11-12 с.).
Comments 0
Likes 7
Сǎкǎтсем аваллǎхǎн асамне асрах тытаççĕ ЧНК «Чǎваш хĕрарǎмĕ» комитет пайташĕсем халǎхǎмǎрǎн пуянлǎхне -эткерлĕхне упрассипе пуçаруллǎ ĕçлеççĕ. Кǎçалхиçул Чǎваш енре Мухтавлǎ ентешсен çулталǎкне тĕпе хурса, хастарсем ку енĕпе ЧНК вырǎнти уйрǎмĕсемпе тачǎ çыхǎнсаĕçлеççĕ. Сǎмахран, ЧНК Шупашкар, Етĕрне, Муркаш, Çĕмĕрле, Канаш, Патǎрьел районĕсенчи уйрǎмĕн ертӳçĕсемпе пĕрле çавра сĕтел, чунçӳрев, республикǎри семинар тата ытти те йĕркелесе ирттертĕмĕр. Чӳк уйǎхĕн 30-мĕшĕнче чǎваш хĕрарǎмĕсем Патǎрьел районĕнчиСǎкǎтри культура çуртĕнче иртекен «Чӳклеме» - тыр-пул уявĕ» мероприятине хастар хутшǎнтǎмǎр.Тĕрессипе, çакǎн пек уявсем чǎваш халǎх вĕрентĕвĕн иксӗлми пуянлǎхне упраса, чǎвашсен авалхи чапне çĕнетсе çирĕплетме май параççĕ. Мǎн асатте-асаннесем çутçанталǎкпа килĕшӳре пурǎнни, вĕсем пурнǎçри кашни пулǎмах çӳлти хǎватсем йĕркелесе пынине ĕненни тата йывǎр ĕçпе пиçĕхсе ывǎннине те ял-йышпа пуçтарǎнса уявсенче кǎмǎл туличчен ташласа, юрласа, вǎйǎсенче савǎнса ирттернĕ, ырǎ та тулǎх пурнǎçа шаннǎ. Шǎпах «Чӳклеме-тыр-пул уявĕ» хресченсен авалхи пĕлтерĕшлĕ уявсенчен пĕри шутланнǎ, чӳклеме – тулǎх çимĕçсемшĕн Турра, çутçанталǎка тав туни, çамрǎксене пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурǎнма, ĕçчен те маттур пулма вĕрентни. Чǎваш Сǎкǎт тǎрǎхĕнче пурǎнакансем уявǎн пĕлтерĕшне тахçанах ǎша хывнǎ. Ахальтен мар Вероника Кузнецова директор ертсе пыракан культура çурчĕн фольклор ушкǎнĕ авалхи несĕлĕмĕрсенйǎли-йĕркине паянхи кун та ĕненӳллĕ кǎтартса пачĕ. Савǎнтарать, уяв кĕрекине Патǎрьел район администрацин социалла аталанǎвĕ енĕпе ĕçлекен пайри тĕп специалист Полина Логунова, ЧНК «Чǎваш хĕрарǎмĕ» комитет пайташĕсен пысǎк ушкǎнĕ, ЧНК Патǎрьел район уйрǎмĕн ертӳçи Светлана Кулакова, Сǎкǎтри вǎтам шкулта вĕренекенсемпе вĕрентекенсем тата ял-йыш хутшǎнчĕ. Чӳк ирттермелли вырǎнта усал сǎмах калама та чĕлĕм туртма та юраман. Ахальтен мар, чӳклеме кĕллине ирттермелли ĕçме-çимеллине шурǎ пир сарса хучĕç. Вероника Кузнецова вара авалхи кĕлĕ сǎмахĕсене илемлĕ таса чǎваш чĕлхипе паллаштарчĕ: «… Çичĕ тĕслĕ тыр-пула çичĕ кĕлете хума пар, укçине хаймаласа тытма пар… Виçĕ тĕслĕ выльǎха-чĕрлĕхе виçĕ картана хупма пар…" Залра ларакансем, несĕлĕмĕрсен йǎли-йĕркине пǎхǎнса ирттерекен уява пĕр сасǎ кǎлармасǎр, шǎппǎн тĕлĕнсе пǎхса лартǎмǎр. Чǎннипех те пуян культура эткерлĕхне упраççĕ Сǎкǎтсем, тумĕсем те, ташши-юррисем те, савǎт-саписем те йǎлтах аваллǎхран. Пирĕншĕн кунта тĕленмелли, хавхаланмалли пайтах пулчĕ. Палǎртма кǎмǎллǎ, Вероника Григорьевна 2021 çулта «Чǎваш хĕрарǎмĕ» комитет пуçарǎвĕпе регионсен шайĕнче иртекен «Хĕрарǎм, сан умǎнта таятǎп пуçǎма» конкурсǎн Гран-прине тивĕçнĕччĕ. Комитет пайташĕ тав сǎмахне, хисепе тивĕç. Кирек мĕнле ĕçе те тĕплĕн тума хǎнǎхнǎскер, уява тĕлĕнмелле пысǎк ǎсталǎхпа йĕркеленĕ. Хǎй йĕри-тавра пултаруллǎ та хастар чǎвашсене пуçтарнǎ ертӳçĕ культура вучахне сӳнме памасть,яланах çĕннине шырать. Мǎшǎрĕ те Олег Витальевич, чунĕпе культура ĕçне парǎннǎскер, çакǎнтах йĕркелӳçĕре тимлет. Культура çурчĕ çумĕнчи халǎх хорĕн пултарулǎхĕ те хǎнасенетыткǎнларĕ. Николай Петрович Толстов ертӳçĕн пӳрнисем баянпа та купǎспа асамлǎ кĕвĕсем кǎлараççĕ. Сǎкǎтри культура çуртĕнче ачасем валли йĕркеленĕ пуканесен халǎх театрĕ чǎннипех те çамрǎк артистсен ǎсталǎхне туптакан вырǎн пулса тǎнǎ. ЧР культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Вера ФедоровнаКузнецова чун киленĕçĕпе 30 çул ытла вǎй хурать. Сǎмах май, пуканисене те тумĕсене В. Кузнецова хǎй аллипех ǎсталать, ачасене те вĕрентет. Артистсем, пултаруллǎ режиссер ертсе пынипеентешĕ Юхма Мишши çырнǎ «Качакапа унǎн тусĕсем», «Пӳрнескепе унǎн тусĕсем», А. Кǎлканǎн «Кушакпа автан» тата чǎваш çыравçисен вун-вун спектакльне халǎх патне çитернĕ, тĕрлĕ шайри конкурс-фестивальсенче çĕнтернĕ.Эпир те çамрǎк артистсен пултаруллǎхне курса килентĕмĕр. Чǎваш Сǎкǎтра тĕлĕнмелле пултаруллǎ, ылтǎн алǎллǎ çынсем пурǎннине культура çуртĕнчи анлǎ курав та çирĕплетрĕ. Акǎ, йывǎçран касса илемлетнĕ авалхи хресчен кил картинчи япаласем, кайǎк-кĕшĕксемпе чĕрчунсем, çил арманĕ, йывǎç-курǎк , утǎ çулакансем тата ытти те куçа илĕртет, ачалǎх авǎрне путарать. «Аваллǎхсǎр – малашлǎх çук» кураври экспонатсем те чǎваш тĕнчинасамĕпе туллин паллаштараççĕ, пуласлǎх çирĕппине шантараççĕ.Мария Глухова çулĕсемпе çамрǎках мар пулин те, тǎхǎр теççеткере пырать, пир тĕртсе кǎтартрĕ, пире ǎсталǎхпа паллаштарчĕ. Чǎваш наци конгресĕн «Чǎваш хĕрарǎмĕ» комитет председателĕ Юлия Мареева Чǎваш Сǎкǎт ялĕнче пурǎнакансене чĕререн тав турĕ, кунта чǎвашлǎх çирĕп тымар янине тата çамрǎк хунавсем вǎй илнине уйрǎммǎн палǎртрĕ. Чӳклеме уявĕ те тĕрлĕ ӳсĕмрисене пĕр çĕре пĕрлештерчĕ, ырǎ йǎласем манǎçа тухманнине, ламран-лама куçса пынине çирĕплетрĕ. Патǎрьел районĕн мухтавлǎ ентешĕ, комитет пайташĕ, чǎваш халǎх поэчĕ, ЧР культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Раиса Сарпи ентешĕсене уйрǎмах ǎшшǎн тав турĕ, Патǎрьел çĕрĕ мухтавлǎ, ятлǎ-сумлǎ çынсемпе пуяннине пĕлтерчĕ. Хǎй çырнǎ кĕнекесене парнелерĕ. Ачасен халǎх пукане театрне çĕнĕ спектакльсем лартма, хǎй çырнǎ пьесисене парнелерĕ. Унччен, Сǎкǎтри вǎтам шкулта вĕренекенсене сǎвǎ çырас ǎсталǎхпа паллаштарчĕ. «Чǎваш хĕрарǎмĕ» комитет пайташĕсем ЧР культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Роза Деменцова, ЧР йǎла ыйтǎвĕсене тивĕçтерекен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Инесса Алексеева, Галина Харитонова, Нил Иванов та Сǎкǎтри уява хутшǎнчĕç. Яланах çĕннине курса вĕренме тǎрǎшакан Çĕмĕрле районĕн хастарĕсем «Шанчǎк» халǎх фольклор ушкǎн ертӳçи, ЧР культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Людмила Григорьевǎпа Саланчǎкри клуб заведующийĕ Валентина Аршинова та çула тухрĕç. Патǎрьел районĕнчи Сǎкǎт салинчи ǎшǎ тĕлпулусем чылайччен асра юлĕç-ха. Кунти чǎваш хĕрарǎмĕсем Украинǎри ятарлǎ операцине хутшǎнакан Раççей паттǎрĕсене ǎшǎ тумсемпе тивĕçтерессипе иртекен акцине те хастар хутшǎнаççĕ. Вун-вун мǎшǎр алсиш-нускипе тивĕçтереççĕ. Пархатарлǎ ĕçĕн хакĕ пысǎккине чунпа туяççĕ. Юлия Мареева, ЧР культура тивĕçлĕ ĕçченĕ
Comments 0
Likes 5
Поздравляю земляков Яльчикского района с 95 летием , родственников Таяпа Ентри, Кушелга, Пинеры, Асла́ Таяпа, Шуршу и т.д. Многие проживают и за пределами Чувашии, но не забывают свою Родину, не малую , а именно Родину -Чувашию где жили наши предки, создавая в далёкие времена деревни. Из поколения в поколение жили , трудились создавали семьи. В трудные времена перемещались и далекие районы за тысячи километров от родной земли , так и мы частичка наших предков оказалась в Сибири, но помним свои корни, своих предков, свои традиции и культуру. Дай Бог процветания Яльчикскому району, крепкого здоровья всем жителям , добра и мира семьям . С уважением руководитель Чувашского землячества Тюменской области Алексей Павлов.
Comments 2
Likes 5
Comments 1
Likes 20
Чӑваш Республикин Елчӗк районӗ 95 ҫулта!!! Яльчикский район Чувашской Республики празднует 95-летний юбилей)))
Comments 0
Likes 11
Алевтина Кильдеркина, Юрий Якимов, Николай Туктанов, «Ǎраскал» эстрадӑ ушкӑнĕ - Пĕр сана эп кĕтетĕп
Comments 0
Likes 1
Мишши Юхма
Аван-и!!!
«Мухтавлă ентешсем» ятарлă ярăм.
Патшалăх ĕçченĕ, 19 çул хушши Чӑваш патшалӑх университечӗн ректорӗ пулнӑ, паллă профессор, экономика ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Лев Пантелеймонович Кураков ҫуралнӑранпа 80 çул çитсе пынă май.
АВАН-и!!!
Тăван халăхăн «Шăпа терчĕ» ятарлă ярăм:
Савнă халăх манпалан
Шухăшлатăр та калатăр
Уçă ирěк кăмăлтан:
      Юратăва тата сăвăç тивĕçне пĕр=пĕринпе çураçтарайманни, уçăлса çитеймен кăмăл=туйăма сисĕмлĕн палăртни - çакă вăл вăхăтри поэзи анлăшне чăнах та аслăлатнă, унăн илĕртÿлĕхне ÿстернĕ, Сăвăçăн хăйне асла хурасси çук, часах унăн ячĕ те вулакансемшĕн паллă пуласса шанать (П. Хусанкай. Çырнисен пуххи. 1 том, 12-13 с.).
МЫ-ЧУВАШИ
yesterday 12:35
АВАН-и!!!
Тăван халăхăн «Шăпа терчĕ» ятарлă ярăм:
Савнă халăх манпалан
Шухăшлатăр та калатăр
Уçă ирěк кăмăлтан:
     Хусанкай вара хăйне поэт пек туйма пуçланăранпах "чун=чĕре пăлхавне" тăван халăх пурнăçĕпе пĕр кĕвĕллĕ ĕнернĕ... Юратăва  тата сăвăç тивĕçне пĕр=пĕринпе çураçтарайманни, уçăлса çитеймен кăмăл=туйăма сисĕмлĕн палăртни - çакă вăл вăхăтри поэзи анлăшне чăнах та аслăлатнă (П. Хусанкай. Çырнисен пуххи. 1 том, 11-12 с.).
Сǎкǎтсем аваллǎхǎн асамне асрах тытаççĕ
ЧНК «Чǎваш хĕрарǎмĕ» комитет пайташĕсем халǎхǎмǎрǎн пуянлǎхне -эткерлĕхне упрассипе пуçаруллǎ ĕçлеççĕ. Кǎçалхиçул Чǎваш енре Мухтавлǎ ентешсен çулталǎкне тĕпе хурса, хастарсем ку енĕпе ЧНК вырǎнти уйрǎмĕсемпе тачǎ çыхǎнсаĕçлеççĕ. Сǎмахран, ЧНК Шупашкар, Етĕрне, Муркаш, Çĕмĕрле, Канаш, Патǎрьел районĕсенчи уйрǎмĕн ертӳçĕсемпе пĕрле çавра сĕтел, чунçӳрев, республикǎри семинар тата ытти те йĕркелесе ирттертĕмĕр.
Чӳк уйǎхĕн 30-мĕшĕнче чǎваш хĕрарǎмĕсем Патǎрьел районĕнчиСǎкǎтри культура çуртĕнче иртекен «Чӳклеме» - тыр-пул уявĕ» мероприятине хастар хутшǎнтǎмǎр.Тĕрессипе, çакǎн пек уявсем чǎваш халǎх вĕрентĕвĕн иксӗлми пуянлǎхне упраса, чǎвашсен авалхи ча
Чӑваш Республикин Елчӗк районӗ 95 ҫулта!!!
Яльчикский район Чувашской Республики празднует 95-летний юбилей)))
Show more
About group
Эпир - чӑвашсем! Мы - чуваши, великий народ, прямые потомки славных волжских болгар. Свято верим в возрождение древней культуры чувашского народа и хотим, чтобы вечно жило чувашское слово, вечно жил чувашский народ.
Address:
Красная площадь (Чебоксары), Cheboksary, Russia