Предыдущая публикация
💥💥💥Альбина ЮРАТУ
🎶🎶🎶ТĂВАН ЧĔЛХЕМ
( родной язык)
Тăван чĕлхем - сÿнми хĕлхем,
Тăван чĕлхем – капмар çĕклем.
Тăван чĕлхем – чĕре ăшши,
Тăван чĕлхем – вут-хĕм ташши!
Тăван чĕлхем, ялтра паян!
Тăван чĕлхем, сыв пул ялан!
Тăван чĕлхем, малаш туяр,
Шăпу сан пултăрччĕ уяр.
Санпа тулар, санпа савнар,
Санпа кулар, санпа пурнар!
Санпа чун кĕввине итлер,
Пуласлăха санпа кĕрер!
💥💥💥
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Комментарии 2