06.03.2014
Унăн уçă та кăмăллă сасси кирек кама та тыткăнлать, вăл шăрантаракан халăх юррисем, романссем чуна пырса тивеççĕ. Пирĕн ентешĕмĕр, «Мускавконцерт» солистки, пĕтĕм тĕнчери «Bella Voce» конкурс лауреачĕ Ирина Шоркина Шупашкарта чаплă концерт ирттерчĕ, чăваш халăхне хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарчĕ.