17.02.2014
Виçĕ çул каялла Мускавра строительство ĕçĕнче ăнăçлă ĕçлекен Чаткас çыннисем тăван ялти çамрăксем валли кĕрешÿ кавирĕ илсе панă. Вĕсенчен пĕри, Олег Еремеев, кунпа çеç чарăнса тăма шутламан, тепĕр çулхине ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен турнирне ирттерме шутланă. Кăçал республика шайĕнче виççĕмĕш хут иртрĕ вăл.