Ҫӗнӗ ҫул
Шурӑ юр пӗрчийӗ,тӑкӑннӑ ҫӗре
Урамра тавралӑх, мӗн тери хитре
Ҫӗнӗ ҫул уявӗ, алӑкран шаккать
Ҫамрӑк та вӗри чӗрем, хаваспа тапать
Ҫӗн ҫулта савӑнать, пӗтӗм ял хула
Ал сулса ӑсатар, айтӑр кив ҫула
Хӗл Мучи чӗпӗтеть, вӑрттӑн пит куҫран
Кӗреке хушшинче ҫывӑх тус тӑван
Ылтӑн кӗмӗлпе- ши, тумӗ Юрпикен
Хӗл Мучи мӑнукӗ, капӑр пуринчен
Ҫивӗчӗ ун сарӑ, пилӗк таранах
Чиперккен ахаль ларма, вӑхӑт ҫук пачах
х-ю
Ялкӑшать ҫут ҫӑлтӑр, чӑрӑш тарринче
Юмахри пек хӳхӗм , кӗҫӗр ҫак тӗнче
Шӑратар- и юрӑ, пурте кӑмӑлтан
Ҫывӑриасть ватти- вӗтти, ҫӗрӗпех паян
Пӗр- пӗрне сунар- и, ҫӗн ҫулта телей
Пултӑр хуть хӑҫанта, пирӗн елка...
Савӑклӑ йӑл- кулӑ, тӗлӗк