Предыдущая публикация
Эпĕ ăнланатăп: эсĕ пурăнасшăн.
Пурăнас килсессĕн – тытăн пуканран!
Алăран ямастăн, никама памастăн
Пурăнас килсессĕн патшапа пĕр тан.
Пукану нихçан та ĕçлеме ыйтмасть вăл,
Тар тăкма хушмасть вăл ытларах пăтран.
Юлташна сутма çеç пул эс питĕ хапăл!
Чыс çинчен манмасăр мĕн ятна яран!?
Пуканна, пĕлместĕп, ылтăнран-ши тунă? –
Юратан ăна эс, чĕтресе сыхлан:
Чун çути сÿнсен те вăл хĕмленĕ, сÿнмĕ,
Вăл çутатĕ путсĕр çитĕнÿ таран.
Эпĕ ăнланатăп: эсĕ пурăнасшăн.
Пурте пурăнасшăн патшапа пĕр тан…
Кам-тăр пулĕ нишлĕ, эсĕ çеç ан парăн! –
Ĕмĕр çапăçтарĕ çынсене ПУКАН.
Утă уйăхĕн 18-мĕшĕ, 2023 çул
Присоединяйтесь к ОК, чтобы посмотреть больше фото, видео и найти новых друзей.
Комментарии 3