Предыдущая публикация
Вăрманăм витĕр çул выртсан
Утатăн та йăлтах манатăн:
Айван-и эп, эп кам, ăçтан?
Асаплă мар иккен ман пурнăç,
Сим пыл пек сывлăш пĕр çăвар.
Хăвна тем чуль хуçни те – пурлăх,
Çурма çут кун та сĕмлĕх мар.
Унта сĕм авалхи ай-я-рай
Тапса тухать чунтан, шалтан.
Унра Нарспин пылак-тăварĕ… –
Тутам çинче туяп малтан.
Вара, ай-я-раях, тăванăм,
Кирек епле хăть пăркалан,
Ăна ĕненĕн те юратăн,
Вăл хаклă чĕрĕ пурнăçран!
Чÿк уйăхĕн 8-мĕшĕ, 2023 çул
Присоединяйтесь к ОК, чтобы посмотреть больше фото, видео и найти новых друзей.
Комментарии 1