Мĕнле çынсем! Мĕскер чунĕсенче? Сăна та тимлĕ тĕплĕ шутласам! Тăраççĕ питĕ çирĕп çĕр çинче Урисене хĕреслесе, явса, Çывраççĕ лăпкă-лăпкă каçсерен. Эпир санпа танлаштарса пăхсан, Ман пирĕштийĕм, ик йăваш чĕре, Кунта лекме пултарнă ăнсăртран. Ни ылтăн-кĕмĕл кирлĕ мар пире, – Пĕр чап-хисепсĕр, айăплă сĕре. Кăçартăр Турă пирĕн чунсене Каçарнă хыççăн айăпăмсене. Чÿк уйăхĕн 14-мĕшĕ, 2023 çул
Эс лартнă чечексем ман кăмăла кайман нихçан:
Аденипе элоэ, эхинопсис йĕплĕ.
Килте ман, кантăк умĕнче, ÿсет чипер тюльпан –
Савса ытарайми хăй йĕпхĕм хĕрлĕ.
Вăл кунĕпе урамалла пăхать чÿречерен:
Çĕре тĕтĕмлесси – мăн заводсен тĕллевĕ.
Чир-чĕр кутамккипе таçта васкать иртен-çÿрен –
Ҫынсем паян пурнаççĕ те ыран вилеççĕ.
Унта миçемĕш ĕмĕр темшĕн пурнăç тăсăлмасть, –
Çитет пит хăвăрт вилĕм-йăлăхтармăш?
Тÿре-шара хастар ĕçлет, тупсах тăрать тăшман.
Тăшман, сана пĕр турă та каçармĕ.
Унта лавкка: кулать япшар, чĕлхесĕр манекен,
Самолетсем час-час çунат сараççĕ.
Вĕсем çÿлтен тăкаççĕ ылтан бомбăсем иккен,
Пилочĕсем тÿпенелле сураççĕ.
Тюльпанăм ман, эс ешерни кирлех-ши халь кама?
Пурте паян йĕп ÿс
Эс лартнă чечексем ман кăмăла кайман нихçан:
Аденипе элоэ, эхинопсис йĕплĕ.
Килте ман, кантăк умĕнче, ÿсет чипер тюльпан –
Савса ытарайми хăй йĕпхĕм хĕрлĕ.
Вăл кунĕпе урамалла пăхать чÿречерен:
Çĕре тĕтĕмлесси – мăн заводсен тĕллевĕ.
Чир-чĕр кутамккипе таçта васкать иртен-çÿрен –
Ҫынсем паян пурнаççĕ те ыран вилеççĕ.
Унта миçемĕш ĕмĕр темшĕн пурнăç тăсăлмасть, –
Çитет пит хăвăрт вилĕм-йăлăхтармăш?
Тÿре-шара хастар ĕçлет, тупсах тăрать тăшман.
Тăшман, сана пĕр турă та каçармĕ.
Унта лавкка: кулать япшар, чĕлхесĕр манекен,
Самолетсем час-час çунат сараççĕ.
Вĕсем çÿлтен тăкаççĕ ылтан бомбăсем иккен,
Пилочĕсем тÿпенелле сураççĕ.
Тюльпанăм ман, эс ешерни кирлех-ши халь кама?
Пурте паян йĕп ÿс
Ма уйрăмах уя тухсассăн, Вăрманăм витĕр çул выртсан Утатăн та йăлтах манатăн: Айван-и эп, эп кам, ăçтан? Асаплă мар иккен ман пурнăç, Сим пыл пек сывлăш пĕр çăвар. Хăвна тем чуль хуçни те – пурлăх, Çурма çут кун та сĕмлĕх мар. Унта сĕм авалхи ай-я-рай Тапса тухать чунтан, шалтан. Унра Нарспин пылак-тăварĕ… – Тутам çинче туяп малтан. Вара, ай-я-раях, тăванăм, Кирек епле хăть пăркалан, Ăна ĕненĕн те юратăн, Вăл хаклă чĕрĕ пурнăçран! Чÿк уйăхĕн 8-мĕшĕ, 2023 çул
Ют хваттерте санпа ирччен-и Кĕр сиввине туйса выртар? Плита çине лартар-и чейник? Е кирлĕ мар? Куçа хупар? Çулсем иртсен, ăна пĕлетĕн, Тĕнче йĕри-тавра хура. Ниме тăман çÿп-çап вĕлерĕ. Пиртен çĕр хут вăл вăйлăрах. Эрех те чĕлĕм, ÿсĕр тĕтĕм,.. Стена çинчи кĕл чечекрен, Ÿкернĕскер кăна, мĕн кĕтĕн? – Çапса пăрахĕç ак пире? Мĕн юрату? Сăмах анчах-и, Таса суялăх е шевле? Тен, юратмастпăр та пачах-и? Чун ыратмасăр ан шелле! Ытла ачаш? Вара мĕн тăвăн? Пит туйăмлă? вара мĕнех? Кăларнă çамрăк чух çил-тăвăл, Тен, çуннă та çунмаллипех. Куçа хупсан пулать пек çăмăл… Пуç çийĕн шăппăн витĕнех! Чÿк уйăхĕн 9-мĕшĕ, 2023 çул
Пукан Эпĕ ăнланатăп: эсĕ пурăнасшăн. Пурăнас килсессĕн – тытăн пуканран! Алăран ямастăн, никама памастăн Пурăнас килсессĕн патшапа пĕр тан. Пукану нихçан та ĕçлеме ыйтмасть вăл, Тар тăкма хушмасть вăл ытларах пăтран. Юлташна сутма çеç пул эс питĕ хапăл! Чыс çинчен манмасăр мĕн ятна яран!? Пуканна, пĕлместĕп, ылтăнран-ши тунă? – Юратан ăна эс, чĕтресе сыхлан: Чун çути сÿнсен те вăл хĕмленĕ, сÿнмĕ, Вăл çутатĕ путсĕр çитĕнÿ таран. Эпĕ ăнланатăп: эсĕ пурăнасшăн. Пурте пурăнасшăн патшапа пĕр тан… Кам-тăр пулĕ нишлĕ, эсĕ çеç ан парăн! – Ĕмĕр çапăçтарĕ çынсене ПУКАН. Утă уйăхĕн 18-мĕшĕ, 2023 çул