Аденипе элоэ, эхинопсис йĕплĕ.
Килте ман, кантăк умĕнче, ÿсет чипер тюльпан –
Савса ытарайми хăй йĕпхĕм хĕрлĕ.
Вăл кунĕпе урамалла пăхать чÿречерен:
Çĕре тĕтĕмлесси – мăн заводсен тĕллевĕ.
Чир-чĕр кутамккипе таçта васкать иртен-çÿрен –
Ҫынсем паян пурнаççĕ те ыран вилеççĕ.
Унта миçемĕш ĕмĕр темшĕн пурнăç тăсăлмасть, –
Çитет пит хăвăрт вилĕм-йăлăхтармăш?
Тÿре-шара хастар ĕçлет, тупсах тăрать тăшман.
Тăшман, сана пĕр турă та каçармĕ.
Унта лавкка: кулать япшар, чĕлхесĕр манекен,
Самолетсем час-час çунат сараççĕ.
Вĕсем çÿлтен тăкаççĕ ылтан бомбăсем иккен,
Пилочĕсем тÿпенелле сураççĕ.
Тюльпанăм ман, эс ешерни кирлех-ши халь кама?
Пурте паян йĕп ÿстерсе юласшăн.
Епле чăтать чуну? Чечекĕм, çăмăл-и сана
Çакна курса черченнĕн çурăлмашкăн?
Чÿк уйăхĕн 7-мĕшĕ, 2023 çул
Присоединяйтесь к ОК, чтобы посмотреть больше фото, видео и найти новых друзей.
Нет комментариев