Ахах-мерчен пек туйăм мĕн-ма чунран тарать?
Татьяна Таллер.
Текех эп кантăкран пахкаласа ларатăп,
Çурхи çут кунпала йăпанайса кăна.
Шав тунсăх юррине мĕн-ма-ши,эп юрлатăп?
Эх,йалтăрти хĕвел хăват парсам чуна!
Кантăкăма яриех уçса ярсассăн,
Ашшиçĕ çилĕ пÿлĕме вĕçсе кĕрет.
Такамăн илемлĕ сăмахне илтсессĕн,
Чĕреçĕм шав сикет,чунра кăвар кĕрлет!
Ах,йăлтăрти хĕвелĕ еплерех хĕртет-çке,
Хаватлă шевлипеле шур юрне йăштарать.
Ĕнтĕ ĕмĕрĕм ман çапларах, иртеет-çке,
Тунсăх юррийĕ çеç пуçра çаврăнкалать.
Йĕри -тавра пăхатăп,тусăма кĕтетĕп,
Кÿтейнĕ чунăм ман,,ашчикĕм вăр-вăр тăвать.
Хур-кайăксен янра юррисене итлетĕп,
Ахах-мерчен пек туйăм мĕн-ма, чунран тарать?
25.03.2017.