Хӗн - хур айӗнче , тӳсми асапра
Пурӑннӑ авал чӑваш нушара .
Ҫӗрӗ хӗсӗкрен , хутла пӗлменрен
Халӑх нихӑҫан ырлӑне курман.
Тӑлӑх Ивана , телей кайӑкне
Турри парнеленӗ чӑваш халӑхне.
Ӳссе ҫитӗнсен , аслӑ ҫын пулсан
Вӑл туртнӑ хастаррӑн пӗлӳлӗх лавне .
Халӑх нушине , тертне -асапне
Веҫех вӑл илейнӗ хӑйӗн ҫине .
Пит шаннӑ , ӗненнӗ ҫамрӑк ӑрӑва
Ҫырулӑх та панӑ ҫырма , вулама .
Шалкӑм ҫумӑрта е ҫил - тӑманра
Ӑна курма пулнӑ инҫе ҫӳревре .
Йывӑр вӑхӑтра , кӗске хушӑра
Чылай шкул уҫнӑ ялта , хулара .
Чӗмпӗр хулинчи вӑл уҫнӑ шкулта
Чӑваш ачисем туртӑннӑ ҫутта .
Ҫуралнӑ кунта паллӑ ӑсчахсем ,
Ӑс пухнӑ пайтах ӑста сӑвӑҫсем .
Асӑннӑ шкултан вӗренсе тухсан
Чӑваш тӑрӑхне кайнӑ ҫамрӑксем .
Ҫанӑ тавӑрса , чунтан тӑрӑшса
Хутпӗлменлӗхпе кӗрешнӗ хӗрсе.
Ҫырма -вулама вӗрентнисӗр пуҫне
Выльӑх -чӗрлӗхсем те усранӑ вӗсем .
Ӳстернӗ тата пахча ҫимӗҫсем ,
Шкулсем тытса тӑнӑ хӑйсене хӑйсем .
Кивӗ саманан тан мар йӗркисем
Иван Якӑлча хӗн кӑтартнӑ хӗссе .
Тумхахлӑ ҫула сирсе , аркатса
Вӑл Ҫутлӑх кӗперӗ хӑварнӑ хывса.
Чӑваш халӑне ҫутта кӑларакан -
Вилмен , вӑл пурӑнать халӑхра .
Пархатарлӑ ӗҫсем чылай тунӑран
Ҫут ҫӑлтӑр пулса ялкӑшать тӳпере !
Сӳнми ҫӑлтӑра - Чӑваш Улӑпне
Чунтан - чӗререн тав тӑватпӑр ялан .
Пире парнеленӗ ылтӑн " Халалне "
Вулатпӑр , ямастпӑр алран ниӑҫан .
. (с)
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев