Чӗлхе упрасси пирки пуплетпӗр. Ҫырав пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх, пирӗн йыш хӑвӑрт чакнӑ пирки пӑшӑрхантаратпӑр.
Мана тепӗр чухне паллӑ та ӑслӑ чӑваш тата ытти хӑшпӗр халӑх ҫыннисемпе калаҫма тӳр килет.
Нумаях та пулмасть, пӗр казах халӑхӗн ӑсчахӗпе калаҫнӑччӗ:
- Эпир хамрӑн халӑх ҫыннисене кӑшт ҫеҫ ыттисем хушшинче палӑрма пуҫласанах асӑрхатпӑр, пулӑшатпӑр, ҫул уҫатпӑр. Мӗншӗн тесен ҫак хунавсем пирӗн пуласлӑх... Эпир ваттисене тата хӑвӑнпа калаҫакан ҫынна хисеплеме ачана пӗчӗкренех вӗрентетпӗр. Хамрӑн халӑхӑн йӑли-йӗркине тытса пыратпӑр, мӑн асаттесен историне хисеплетпӗр... Малтан хамӑра хисеплемелле, хамрӑн халӑха аталантармалла, ҫавӑнпа та ыйтусем татса панӑ чухне малтан аксакалсене чӗнетпӗр, казахсемпе тӗплӗн калаҫса татӑлатпӑр, хыҫҫӑн ытти халӑх ҫыннисемпе вӗсене хисеплесе калаҫатпӑр.
Пирӗн те, чӑвашсен, ачасене пӗчӗкренех аслисене хисеплеме тата ытти ҫынсемпе йӗркеллӗ калаҫма вӗрентесчӗ. Хисеплесе ӳстерекен ӑру тӑван халӑхшӑн та нумай ырӑ ӗҫ тӑвать, тӑван чӗлхене те малалла аталантарать.
Чӗлхене упрама мӗн кирлӗ? ("Чӗлхе пӗтет! Эсир айӑплӑ", - тени пулӑшмасть.) Чӗлхене упрама унпа усӑ курни кирлӗ! Кулленех калаҫмалла, чӑвашла ҫырмалла.
Елизавета Долгова
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Комментарии 1