Анчах раштавăн пĕрремĕшĕччĕ, ака паян тăваттăмăшне те çитрĕмĕр. Пĕр шиксĕрех, пирĕнтен ыйтмасăрах, вĕçеççĕ хивре кунсем. Сисеймĕпĕр те, кĕç кролик е кушак? кĕлеткеллĕ Çĕнĕ çул кантăкран шаккĕ. Тĕнче ытарлă калаçнă, хатĕрленнĕ, хавасланнă чух, сип=симĕс чăрăшсем асамлă шурă юрпа витĕннĕ чух, темле илĕм=тилĕм сăлтавсене пула, вăхăтра çырмасăр тăрса юласси те инçе мар. Тен, пач кĕтмен шанăçсене пула манса каясси те пулĕ. Çавăнпа та, чăвашлăхшăн пит çуннă, ăна пур енчен те туллилĕх халаллама нумай тăрăшнă хаваллă чăн академик пирки маларах темиçе сăмах каланăшăн, мана, хисеплĕ вулаканăм, ытлашшиех хурламĕ тетĕп.
Пирĕн, чăвашсен, тахçан авалах мрамортан купаланă чаплă керменсем, мăн асаттесен аталанăвне управлăн кăтартакан тĕрлĕ йышши пирамидăсем, ĕмĕрсен кĕрлевне аса илтерекен амфитеатрсен ишĕлчĕкĕсем, вĕсемех лартса хăварнă, тăват çĕр çул ытла ÿсекен чаплă йывăçсем те çук. Анчах та пирĕн хамăрăн утăмăрсене шыраса хаклама хистекен, вĕрентекен тата шухăшлаттаракан чаплă çыннисем пур. Пулнă вĕт пирĕн ăру ăсне кĕрсе юлнăскерсем!
Вĕсем – чăвашăн çĕнĕ Бичуринĕсем, Ломоносовĕсем, Яковлевĕсем. Вĕсем – такăр çул шырама пĕлмен, пурнăçăн тĕрлĕ сферисенче палăрнă пирĕн ăсчахсем, вĕрентÿçĕсем, ертÿçĕсем, наци интеллектуалĕсем. Вĕсен йышĕнче чи малти ретре Л.П. Кураков тăни пирки чылайăшĕ иккĕленмест пулĕ тетĕп.
Вăл çак анлă тĕнчере Раççейĕпех паллă, ырă ят-сумлă академик, вĕрентÿçĕ, кĕнекеçĕ пулса тăчĕ.
Хăй вăхăтĕнче ытти яваплă ĕçсемсĕр пуçне, çирĕм пин ытла студентран, пин ытла преподавательтен тăракан коллектива ертсе пыма пĕр самант та çăмăл мар пулнă, паллах. Университетăн Патăръел филиалĕнче, Чĕмпĕрти представительствинче самай ĕçленĕ май, çакна çирĕплетсех калатăп. Кун каçиччен мĕн тĕрлĕ ыйту кăна татса паман-ши? Çавах ĕлкĕрме тăрăшнă, ыттисене те ырă тĕслĕхсемпе хавхалантарса ĕçлеттернĕ. Вăл хăйĕн çуралнă ялĕнче, Чăваш Ишекĕнче, хăйĕн мехелĕпе «Пĕлÿ çуртне» туса лартни те çакнах тепĕр хут çирĕплетет. Ăслăх çÿпçелĕхĕнчен кăларса, теçетке-теçетке мрамор-гранит пек çухалма пĕлмен вырăсла, чăвашла, акăлчанла чĕлхесемпе экономика ыйтăвĕсене çутатса çырнă кĕнекесем халĕ те кирлĕ пире.
Тем те курнă пулĕ, теме те тÿснĕ. «Чăваш халăхне пулăшма çуралнă эпĕ! Эпĕ ăна ĕмĕрлĕх юрататăп!» – тесе каланине урăх ертÿçĕрен тĕнче илтмеллех, пысăк йыш умĕнче каланине илтмен эпĕ. Ас тумастăп та...
Интернетра куç тĕлне пулнă темиçе предложенине ятарласа илсе кăтартасах тетĕп: «К сожалению, таких Личностей с таким стратегическим мышлением и предвидением вряд ли уже будет. Это он в лихие 90-е в буквальном смысле вытащил ЧГУ из "болота", обеспечивал коллектив зарплатой, студентов - стипендией, когда как в других коллективах рабочие годами не получали даже свои мизерные копейки... Да что уж говорить, Гигант, Мыслитель, Творец, Стретег... - и этот список можно продолжить. Многих вы вывели в люди, а вот останутся ли они достойными вашими учениками - это покажет время»). Никнеймне палăртман автора куншăн эпир те тав сăмахĕ калас тетпĕр.
Шыракан тупать тенĕ евĕр, нумаях пулмасть И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ хăйĕн 55 çулхи юбилейне халалласа, хальхи çамрăксем валли хатĕрленĕ илемлĕ календарь пичетлесе кăларнăччĕ. Çавăнта Л.П. Кураковăн сăн ÿкерчĕкĕ пулманни мана питĕ тĕлĕнтерчĕ. Кирек епле ĕç=хĕлĕн те евĕкĕ пулмаллах пек. Сăнра тăрса юлнă унран маларах пулнă ректорсене те питĕ лайăх ас тăватăп – С.Ф. Сайкина та, П.А. Сидорова та, хамăра вĕрентсе каларнă, çамрăксене питĕ ăнланакан вĕрентÿçĕ пулнă хастар ветеран М.М. Михайлов декана та…
Л.П. Кураков хăйĕн ыр кăмăлĕпе никам умне те çурăмпа тăман пулĕ. Тен, çавăнпах, ытти халăхсенни пекех, пирĕн те ун пирки ырă мар калаçакансем пулнах-тăр. Кун-çул йĕрки çапла вăл, мирлештерет, тулаштарать, амантать, тепĕр чух урăх суя çулпа чуптарать…
Темле пулсан та, унăн ăс-хакăл çутăлăхĕ паянхи кун еплерех кирлине эпир пит туятпăр. Чӑнах та, вӑхӑта чарма ҫук ӗнтӗ. Эпир те хамӑр шӑпапа таҫта черетре тӑратпӑр.
Пирӗн пурнӑҫ малашлăхĕ вара хамӑрăн пултаруллă çынсен ĕçне=хĕлне асра тытнинчен, ăна малалла аталантарнинчен нумай килет. Вăл енчен талантлă, çунатлă, йыхравлă Л.П Кураков профессорăн ыр тĕслĕхĕ пире те тумхахсăр çул=йĕрпе уттарма тивĕç!!!
Л. Атлай.
Нет комментариев