Ҫулсерен упранса пыракан йӑлана малалла тӑсса Сителте паян черетлӗ субботника пуҫтарӑнчӗҫ. Ял старости Юрий Степанов йӗркелесе, ертсе пынипе масар ҫинче, ҫавӑн пекех ун тулашӗнчи лапама тасатса тирпейлерӗҫ.
Тӑрӑшса ӗҫлекенсем иртнӗ ҫулхи ҫӳп-ҫапа пуҫтарчӗҫ, хӑрӑк туратсенчен тасатрӗҫ. Хӑй тӗллӗн ӳсекен хунавсене касса тирпейлерӗҫ.
Паянхи сӑваплӑ ӗҫе те нумайӑн ырласа масар ҫине кашни килтенех тухрӗҫ. Инҫетре пурӑнакансем те айккинче тӑрса юлмарӗҫ. Масар тирпейлеме инҫетри ял-хуларан килсе субботника хутшӑнма кӑмӑл турӗҫ.
Пӗр ҫемьери пек вӑй хунишӗн, ялшӑн чунтан тӑрӑшнишӗн Юрий Степанов староста пурне те тав турӗ. Пӗрле килӗштерсе ӗҫленирен хакли нимӗн те ҫук. Ун чухне ҫеҫ тивӗҫлӗ кӑтартусем пулаҫҫӗ терӗ вӑл.
Присоединяйтесь — мы покажем вам много интересного
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Комментарии 2