Эх, питех те шел пулчӗ паян розӑсене касма. Анчах та вӑхӑчӗ ыйтать. Хӗле хатӗрлесе ҫитермеллех. Чамплейна вара шеллерӗм. Пӗр роза та пулин ҫеҫкере лартӑрах терӗм. Ытла та хитрен сарӑлса ларать. Алӑ та ҫӗкленмест. Каснӑ розӑсенчен пӗр ҫыхӑ туса пӳрте кӗртсе лартрӑм. Савӑнтартӑр)) Чей ӗҫнӗ чухне пӑхса киленӗп))