Нарăс - хӗллехи юлашки уйӑх,
Ҫил-тӑман чӳрече тулашӗнче
Çутите сахалрах, чĕрере тунсăх
Кичем, çăлтăрсăр тĕттĕм каçсенче
Нарăс уйăхĕн вут урхамахĕсем
Илсе килчĕç тӗлӗнтермӗшсем
Сивĕ кун та юхаççĕ тумламсем
Перĕнсе ларчĕç кĕрт тăррисем
Сывӑ-и, хĕллехи виççĕмĕш уйăх
Сывӑ-и, тăрăшуллă маттур халăх
Сывлăх пурнăçри чи пысăк пурлăх
Инçетре юлтăр хурлăхпа тунсăх.
Родионов Пётр Васильевич
Комсомольски районĕ, Хирти Шăхасан ялĕ.