Орлов (Иванов) Петр Иванович
(20.06.1880-28.03.1964). Род. в с.Орауши Ядрин. у. (ныне Вурнар. р-на) — поэт, фольклорист, этнограф. После Орауш. нач. шк. работал учителем в Аликов. р-не. В 1900 оконч. Симбирск. чуваш. учитель. шк. Работал в д. Раккассы (это родина В.Урдаша). Здесь он начинает писать. Его поэма «Уравӑш» (1907) была одобрена Н.И.Ашмариным и Н.В.Никольским. Несмотря на недостатки, это было дальнейшее развитие редкого жанра (М.Федоров — «Арҫури», Я.Турхан —«Ваҫҫуккийӗ»). Много ост. фолькл. и этнографических работ, большинство к-ых хранится в архиве Н.В.Никольского. Орлов дружил с И.Я.Яковлевым по улучш. просвещ. чуваш. За якобы революционную деятельность был сослан в г.Чердынь Пермской губернии. По тем же мотивам поэму «Уравӑш» опубликовать в известной чувашской газете «Хыпар» не удалось, она увидела свет лишь в 1918 в газете «Чухӑнсен сасси» (Голос бедноты). После революции работал в Канаш. педуч-ще, Комиссариате просвещения, учителем в с.Орауши. Написал учебник по метод. препод. русс. яз. в чуваш. школах.
УРАВӐШ
(отрывок из поэмы)
Лере, вӑрман еннелле,
Сӑр вӑрмансем хӗрнелле,
Ял тенисем пит нумай.
Нурӑс панчен пуҫласа
Кӳлхӗррипе Катӑшсем,
Шалти, тулти Пӑртассем,
Унтан тата мӗн пурӗ
Хапӑс аслӑ прихучӗ,
Упнер ҫинчи хапӑссем,
Санар пуҫӗ - масарсем
Вӑрман хӗрринче лараҫҫӗ.
Унтан тата малалла
Упнер урлӑ каҫсассӑн,
Сӗр вӑрмансен сӑмси урлӑ
Мурик ҫулпе тухсассӑн,
Тата ларать мӑнастир.
Ку вӑхӑтра халь ӗнтӗ
Пирӗн чӑваш хӗрӗсем
Пайтахӑшин ҫавӑнта.
Ыр шухӑшлӑ вырӑнта,
Турӑ хушнипе тӑраҫҫӗ.
Ҫав мӑнастир халь ӗнтӗ
Икшер хутлӑ ҫуртсемпе,
Пит илемлӗ чиркӳпе
Сӑр вӑрманнин хӗрринче,
Вӑрнар шывӗн пӗр енче,
Сулахайран ту ҫинче,
Кушлавӑша курӑнса,
Унӑн хирне тултарса,
Янтӑраса пӗр ларать,
Чӑвашсене чан парать.
Унтан вара лерелле,
Ҫаплах вӑрман хӗррине,
Ҫавал урлӑ каҫсассӑн -
Кӳстимӗрсем, Ершепуҫсем,
Шепекечсем, е Шуркассисем...
Пирӗн ял та ҫавӑнта:
Утарпала Уравӑш
Ҫав ялсемпеле хутӑш,
Карап ращи умӗнче
Хисепленсе шутланать.
Уравӑшӑн ҫӗрӗсем -
Тырӑ пулакан вырӑнсем.
Ялӗ ларнӑ вырӑнсем
Тата ялӑн хушшисем,
Лайӑхӑх мар вӑл тери,
Ҫавах ҫавӑ вырӑна
Малтан ларнӑ чӑвашсем,
Пит юратнӑ ҫав ӑна.
Унтан вара ӗрчесе,
Ҫырмасене, ярса илсе,
Вӗҫи-хӗрри курӑнми
Саралнӑҫем сарӑлнӑ.
Урлӑ утма - ик ҫухрӑм,
Тӑрӑх утма - виҫ ҫухрӑм,
Тавра виҫсен - ҫич ҫухрӑм,
Урлӑ-пирлӗ урамсем... "
#литература #орауши #чувашия #история
Присоединяйтесь — мы покажем вам много интересного
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Комментарии 1