Эп пыратăп урампа, Ăмăртатăп çумăрпа. Эп утатăп – вăл утать, Эп чупатăп – вăл чупать. Хăтăласшăн çумăртан, Вăл манпа пырать пĕр тан. Çук, пулмарĕ – çке тарса, Ячĕ вăл шывне тăкса. – Чим-ха, чим, кăштах тăхта, Тенĕ, евĕр, çумăр та Шăварать те шăварать, Малалла утма чарать. – Çумăртан эс ан хăра, Пулăшать ӳсме тырра. Пахча – çимĕçсем вара, Шав кĕтеççĕ çумăра. Ăшă çумăр – чун уççи, Çăвăнать ав улмуççи. Пахчара та уй-хирте, Çумăр кирлĕ пур çĕрте. Килĕшетĕп çумăрпа, Чарăнатăп хаваспа. Йĕпенсессĕн те лачкам, Пурпĕрех кăмăллă хам. Сӑвӑ авторӗ Клементьева Л.Ф. #хитре_сӑвӑсем#чăваш_сӑввисем#чăвашсем#чăваш_чĕлхи
Обязательна предварительная запись по телефону +7 (8352) 58-08-78. В каждой чувашской семье девочка с детства училась «собирать» традиционные головные уборы, шейные и нагрудные укр...
Нет комментариев