Предыдущая публикация
АННЕ ЧĔЛХИ – ТĂВАН ЧĔЛХЕ.
Тусăм ман, чăваш –
Тăван, хурăнташ,
Çак саманара
Пул харсăртарах!
Чĕлхÿне каллех
Çиет вĕт ĕне,
Хăв ачусене
Хĕрхенсем, шелле.
Калаç вĕсемпе
Тăван чĕлхÿпе,
Вĕрент пĕчĕкрен
Амăш сĕчĕпе.
Хакламаççĕ - çке
Влаçри тÿресем,
Тăван чĕлхене
Хĕсеç çулсерен.
Часах шкулсенче
Кун пекех пырсан
Илтĕнмĕ текех
Чăвашла сăмах.
Тăвансем, туссем,
Пурте кар тăрар,
Çав манкуртсене
Астутартарар:
Кам хисеплемеç
Тăван чĕлхене,
Çавă хĕрхенмеç –
Сутать амăшне!
Валерий Валак.
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев