Мияки тăрăхĕнчи Кекен ялĕнче пурăнакан, "Урал сасси" хаçатăн çывăх тусĕ Мелани Никифорова çак куна халалласа тăван челхе çинчен сăвă çырнă. Халĕ сире унти йĕркесемпе паллашма сĕнетпĕр. Вĕсене автор хăй вулать.
Эп пыратăп урампа, Ăмăртатăп çумăрпа. Эп утатăп – вăл утать, Эп чупатăп – вăл чупать. Хăтăласшăн çумăртан, Вăл манпа пырать пĕр тан. Çук, пулмарĕ – çке тарса, Ячĕ вăл шывне тăкса. – Чим-ха, чим, кăштах тăхта, Тенĕ, евĕр, çумăр та Шăварать те шăварать, Малалла утма чарать. – Çумăртан эс ан хăра, Пулăшать ӳсме тырра. Пахча – çимĕçсем вара, Шав кĕтеççĕ çумăра. Ăшă çумăр – чун уççи, Çăвăнать ав улмуççи. Пахчара та уй-хирте, Çумăр кирлĕ пур çĕрте. Килĕшетĕп çумăрпа, Чарăнатăп хаваспа. Йĕпенсессĕн те лачкам, Пурпĕрех кăмăллă хам. Сӑвӑ авторӗ Клементьева Л.Ф. #хитре_сӑвӑсем#чăваш_сӑввисем#чăвашсем#чăваш_чĕлхи
Обязательна предварительная запись по телефону +7 (8352) 58-08-78. В каждой чувашской семье девочка с детства училась «собирать» традиционные головные уборы, шейные и нагрудные укр...
Нет комментариев