Тăрăм ялĕнче пурнăçăн пĕр ĕмĕр чикки урлă каçнă çын тахçанах пулман. Антонина Емельянова ку тĕлĕшпе хăйне кура паттăр: хĕрарăм çак кунсенче хăйĕн 100 çулхи юбилейне паллă тунă.
Юбиляра уяв ячĕпе округ пуçлăхĕ Леонард Левый, Тăрăм территори пайĕн начальникĕ Людмила Смирнова саламланă, çирĕп сывлăх сунса Хисеп хучĕсемпе, парнесемпе чысланă.
А.Емельянова 1925 çулхи çурла уйăхĕн 13-мĕшĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Çемьере пĕрремĕш ача, асли, пулнă вăл. Унран кĕçĕнреххисем: Нина, Зина, Иван тата Алексейпе Раиса. Юлашкисен пурнăçĕ питĕ кĕске килсе тухнă, арçын ача 4 çултах, хĕр ача 13-ре чирлесе çĕре кĕнĕ.
Тăватă пĕр тăвана ашшĕпе амăшĕ - Емельян Артемьевичпа Дарья Никитична ĕçпе пиçĕхтерсе ỹстернĕ. Тоня аппан ачалăхĕ те тантăшĕсенчен нимĕнпе те уйрăлса тăман.
"Мĕн кăна курман-ши, мĕнле кăна ĕç тума тивмен-ши? - тенĕччĕ вăл 15-20 çул каялла...
Юбиляр пирки тĕплĕнрех "Елчĕк ен" хаçатăн çитес номерĕнче вуласа пĕлме пултаратăр.
Присоединяйтесь — мы покажем вам много интересного
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев