«Халăхпа пĕр-пĕрне ăнланса, тăрăшса ĕçлесен паха çимĕç кĕттермест - территори пайĕнче пурăнакансен пурнăç условийĕ лайăхланнипе пĕрлех ялсен сăн-сăпачĕ ырă енне улшăнса тата тирпейленсе пырать», - Аслă Елчĕк ялĕн халăхĕпе тĕл пулса кунта «Пуçару бюджечĕ – ниме» программăпа хута янă асфальтлă çул-йĕрпе паллашнă май çак сăмахсене каларĕ Олег Николаев.
Кунта асăннă программăпа усă курса пĕлтĕр Яковлев, кăçал Тябуков урамĕсенче асфальт çул сарнă.
Сăмах май, Чăваш Енре 2025 çулта халăх пуçарулăхĕ çинче никĕсленнĕ, обществăлла инфратытăма аталантарассипе çыхăннă 1555 проекта ĕçе кĕртмелле. Пурнăçлама пăхнă проектсем валли уйăракан укçа-тенкĕн пĕтĕмĕшле сумми 3,3 млрд тенкĕпе танлашать. Çав шутран Елчĕк округĕпе халĕчченхинчен ĕç калăпăшĕ чылай пысăкрах: 110 проект сумми 99,4 миллион тенкĕпе танлашать. Çынсем уйрăмах «Пирĕн çулсем» (38 проект), «Ял инфраструктурине аталантарасси» (36) проектсемпе тимлени курăнать.
Присоединяйтесь — мы покажем вам много интересного
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев