А.Петров Раççей Геройĕ ячĕллĕ шкулти юсав ĕçĕсемпе те паллашрĕ Олег Николаев. Паянхи кун тĕлне кунта пурнăçланă ĕçсен калăпăшĕ 50 процент ытлапа танлашать. Олег Алексеевич ачасене хăтлăх туса парассинче ĕçĕн пахалăхне çỹллĕ шайра тытса пымаллине тата срокра вĕçлемеллине палăртрĕ.
Çĕнĕ вĕренỹ çулĕ пуçланиччен шкулта тахçанах кĕтнĕ объект — автобус кĕтмелли вырăн хута кайĕ.
«Пуçару бюджечĕ» проектпа пурнăçлаканскере ачасен ашшĕ-амăшĕ, шкул администрацийĕ пысăк тỹпе хывнă. Подрядчик — Андрей Мисяков уйрăм пайтаçă ушкăнĕ ĕçе пикеннĕ ĕнтĕ. Тĕрлĕ яла кайма автобус кĕтекенсене унта питĕ килĕшĕ: хупă верандăллă площадка юр-çумăртан та, хĕвелтен те хỹтĕлĕ. Олег Николаев ку пуçарăва ырларĕ.
Присоединяйтесь — мы покажем вам много интересного
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев