Паян Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕçлĕ çул çỹревпе — Елчĕк округĕнче.
Чи малтанах Олег Алексеевич вырăнти ертỹлĕхпе — Елчӗк муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗпе Леонард Левыйпа, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕпе Юрий Поповпа, ЧР Ача прависен енӗпе ӗçлекен уполномоченнăйĕпе Алевтина Федоровăпа, ЧР Транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕпе Максим Петровпа пĕрле çак кунсенче тĕпрен юсаса пĕтернĕ республика пĕлтерĕшлĕ "Комсомольски - Елчĕк - Пăва" (тăсăлăвĕ - 9,7 км) тата вырăнти пĕлтерĕшлĕ "Комсомольски - Елчĕк - Пăва" - Хăвăлçырма" (тăсăлăвĕ - 1,5 км) çулсемпе паллашрĕ. Республика Пуçлӑхӗ ял çыннисемпе тӗл пулса халӑха пӑшӑрхантаракан ыйтусем пирки ыйтса пӗлчӗ. Ял халăхӗ Олег Николаева паха та такӑр ҫулшӑн тав турӗ: — Хисеплĕ Олег Алексеевич, эпир Сире округ халăхĕ тата ял-йыш ячĕпе пысăк тав сăмахĕ каласшăн. Халăха такăр çул кирлĕ. Эсир республика пĕлтерĕшлĕ тĕп çулсене такăрлатнипе пĕрлех ялсене кĕрекен тата ялсен хушшинчи çулсене тĕпрен юсасси çине те пысăк тимлĕх уйăратăр. "Комсомольски - Елчĕк - Пăва" ҫул ҫӗнелчӗ. Кỹлпуç ялне анакан 1500 м çула та кĕске вăхăт хушшинче хăрушăсрлăха пăхăнса пысăк пахалăхпа юсаса патӑр. Япăхнă шăтăк-путăк çулпа çỹреме кансĕрччĕ. Ку çулпа шкул автобусĕ те çỹрет - 6-7 ял ачине куллен Çирĕклĕ Шăхаль шкулне турттарса 4 рейс тăвать. Яка çул çинче халĕ меллĕ, ачасен сывлăхĕпе çыхăннă хăрушлăх сирĕлчĕ. Ашшĕ-амăшĕ уйрăмах кăмăллă çакăншăн. Сирĕн сывлăхăр çирĕп пултăр, ĕçĕрсем ăнса пыччăр, — савӑнӑҫне пытармарӗ вырӑнти халӑх.
А дорога Яльчики-Шимкуссы, на территории деревни Новое Тойдеряково машины летают, ни одного "лежачего полицейского" куда смотрят,? Дети идут по асфальту к школьному автобусу
Добрый день! Для сохранения реки Була необходима качественная работа очистных сооружений. Это, в свою очередь, требует регулярного технического обслуживания, модернизации оборудования и строгого контроля за соблюдением экологических норм.
В настоящее время ведётся реконструкция канализационных очистных сооружений по ул. Дружбы в с. Батырево. Проект включает в себя демонтаж старого оборудования, возведение новых инженерных систем и установку технологического оборудования. Объект планируется к сдаче уже в ноябре этого года.
Мы используем cookie-файлы, чтобы улучшить сервисы для вас. Если ваш возраст менее 13 лет, настроить cookie-файлы должен ваш законный представитель. Больше информации
Комментарии 7
В настоящее время ведётся реконструкция канализационных очистных сооружений по ул. Дружбы в с. Батырево. Проект включает в себя демонтаж старого оборудования, возведение новых инженерных систем и установку технологического оборудования. Объект планируется к сдаче уже в ноябре этого года.