ЗАГС пайĕнче округри ăнăçуллă, пĕр-пĕринпе килĕшỹре тата ăнланура пурăнакан çемьесене чысласси йăлана çирĕп кĕнĕ.
Хальхинче сумлăха икĕ çемье тивĕçнĕ. Пĕри — Акчелĕнчи Владимирпа Валентина Московскисем. Паллă тавра пĕлỹçе Владимир Николаевича округра пĕлмен çын çуках. Вăл «Елчĕк тăрăхĕ» кĕнекене тата район энциклопедине хатĕрлесе кăларма нумай тăрăшнă. Паян та ялсен историйĕ, уйрăм çынсен шăпи питĕ кăсăклантарать ăна.
В.Московский ĕç кĕнекине Патреккел шкулĕнче уçнă: физика учителĕн пулăшуçинче — лаборантра тимленĕ. Пĕр çул Мари Республикинче ĕçленĕ хыççăн разведчик пулса çар тивĕçне пурнăçланă.
1974 çултан вара районти «Сельхозтехника» пĕрлешĕвĕ уншăн тăван кил пекех пулса тăрать. Аслă пĕлỹллĕ специалист пирваях технологиллĕ юсав ĕçĕсен инженерĕнче, унтан, тивĕçлĕ канăва тухичченех, аслă инженер-технологра вăй хурать. Хăйĕн нумай рационализаторла предложенине ĕçе кĕртекенĕ.
Предприятирех трактористсен курсĕнче колхозсем валли кадрсем вĕрентсе хатĕрленĕ, экономика вĕренỹ тытăмне ертсе пынă, сакăр çул илемлĕ пултарулăх коллективĕн концерчĕсенче конферансье пулнă. Вăл 1966 çултанпа округ хаçачĕпе çыхăну тытать. Фотограф ĕçĕпе те кăсăкланнă май, уйрăмах хăйĕн архивĕнчи кивĕ сăн ỹкерчĕксене хаçатра кун çути пани паха.
Владимир Николаевич Атăлçи федераци округĕн ГСВГ ветеранĕсен ассоциацийĕн, ЧР Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерствин Хисеп грамотисене, «Социализмла ăмăрту çĕнтерỹçи», ВЛКСМ Тĕп Комитечĕн «Пилĕкçуллăхăн çамрăк гвардеецĕ» паллăсене тивĕçнĕ.
Мăшăрĕ, Валентина Николаевна, Кĕçĕн Шăхаль ялĕнчен тухнă. Çĕнĕ Пăвари вăтам шкула пĕтернĕ. Сутуçăсен курсĕнче кассира вĕренсен 1970 çултан пуçласа мĕн пенсие тухиччен округри тĕп больницăра счетовод-кассир, бухгалтер пулса тăрăшнă.
Московскисем виçĕ ачине пурнăç парнеленĕ. Сергей уйрăм пайтаçă, Алексей — чăваш эстрада юрăçи, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Татьяна хĕрарăмсен кĕписене çĕлес тĕлĕшпе хăйĕн ĕçне йĕркеленĕ. Ашшĕ-амăшне 7 мăнук парнеленĕ вĕсем.
Чыслава тивĕçнĕ тепĕр çемье — Аслă Пăла Тимешĕнчи Владимир Михайловичпа Алефтина Деомидовна Плотниковсем. Килĕшỹллĕ мăшăр çинчен хаçатăн иртнĕ номерĕнче Зинаида Портнова çырнă «Телей юратупа туптанать» статьяра паллашма пулать.
Округ пуçлăхĕ Леонард Левый, мăшăрсем пирки нумай ырă сăмах каланă май, вĕсене «Юратупа шанчăклăхшăн» медальпе чысланă. Çавăн пекех вăл ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксен çемйисене те тимлĕхсĕр хăварман.
Присоединяйтесь — мы покажем вам много интересного
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев