Çемье, юрату тата шанчăклăх кунне халалланă уявра Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Лаш Таяпари Поповсене — Зоя Федотовнăпа Петр Алексеевича çемье институтне çирĕплетессишĕн тата ачисене воспитани парассишĕн ырми-канми тăрăшнăшăн «Юратупа шанчăклăхшăн» орденпа чыслани округра пурăнакан ытти çынсемшĕн те ырă тĕслĕх вырăнĕнче пулчĕ.
Пĕр çемьере 56 çул алла-аллăн тытăнса пурăнакан Поповсем пĕр-пĕрне юратса тата хисеплесе пурăнакан мăшăр анчах мар, хăйсен пархатарлă ĕçĕпе чăн-чăн профессионал пулса палăрнă çынсем пулнине те пĕлетпĕр. Вĕсем иккĕшĕ те хăйсен пурнăçĕн 40 çулне педагогика ĕçĕпе çыхăнтарнă, çапла майпа темиçе ăрури ача-пăчана тарăн пĕлỹ тата воспитани парссишĕн ырми-канми тăрăшнă, вĕсене пурнăç çулĕ çине тухма пулăшнă. Вĕсен ĕçне патшалăх енчен те тивĕçлипе хакланине «Социализмла ăмăрту çĕнтерỹçи» паллăсемпе, «Ĕç ветеранĕ» медальсемпе чыслани те яр уççăнах çирĕплетсе парать. Петр Алексеевич вара «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ» хисеплĕ ята илме те тивĕçлĕ пулнă.
Поповсем хăйсен ачисене те тивĕçлĕ воспитани парса çитĕнтернĕ. Вĕсене мĕн пĕчĕкрен ĕçе юратма, çирĕп кăмăллă, тăрăшуллă пулма хăнăхтарни те çĕре ỹксе çухалман. Вĕсем, ашшĕпе амăшĕн ырă тĕслĕхĕпе хавхаланнăскерсем, пурнăçра хăйсен тивĕçлĕ вырăнĕсене тупнă. Алексей — МВД ветеранĕ, çар ĕçĕсен участникĕ, Елена — пысăк компани директорĕ, Альбина — ăнăçлă ĕçлекен предприниматель. Поповсен çемйин ырă йăли-йĕркине малалла тăсаканĕсем — вĕсен 10 мăнукĕ…
Мы используем cookie-файлы, чтобы улучшить сервисы для вас. Если ваш возраст менее 13 лет, настроить cookie-файлы должен ваш законный представитель. Больше информации
Нет комментариев