Тăрăм ялĕнчи Сорокинсене çар тивĕçне пурнăçлассинчи йăх йышне кĕртме пулать. Халĕ Елчĕкре пурăнакан Александр Сорокин 1971-1973 çулсенче службăна Польшăра ирттернĕ. Каярахпа, 1980-1993 çулсенче, прапорщик пулса Оренбург облаçĕнче стратегиллĕ ракета çарĕсенче тăнă. Расчет начальникĕ III,II степень «Пĕр кăлтăксăр службăшăн», «Германие çĕнтернĕренпе — 50 çул» медальсене тивĕçнĕ.
Унăн шăллĕ — Валерий — Амур облаçĕнчи уйрăм танк батальонĕнче механик-водителе вĕренсен Приморье крайĕнче пĕр дивизире службăна тăснă. 1984-1985 çулсенче Хабаровскра прапорщиксен шкулĕнче пĕлỹ илнĕ, батальонри ВЛКСМ комитечĕн секретарĕ пулнă.
В.Сорокин 1988 çулта хăй ирĕкĕпе (ред.: ун чухне кунашкалли сайра пулнă) афган вăрçине хутшăннă. Унăн служба вырăнĕ — Джабаль хули çумĕнчи часть. Вăл Кабултан застава валли çар хатĕрĕсем, апат-çимĕç, кĕпе-тумтир турттарнă. Ашшĕ-амăшĕсĕр тăрса юлнă пĕчĕк ачасене пулăшу кỹрессипе те тимленĕ артиллери заставин старшини.
Афганистанран тухсан Валерий Васильевич Хабаровск облаçĕнчи Волочаев дивизийĕнче çĕршыв хỹтĕлевçин тивĕçне малалла, 1996 çулччен, пурнăçлать. Ун хыççăн, пенсие тухиччен, шалти ĕçсен тытăмĕнче вăй хурать. Ăна СССР Аслă Канашĕн Президиумĕн Грамотипе, «Интернационалист воина пархатарлă афган халăхĕнчен», «СССР Хĕç-пăшаллă вăйĕсене — 70 çул» тата ытти медальпе наградăланă. Шел, чирленĕ хыççăн 48 çулта вăл пурнăçран уйрăлнă.
Сорокинсене çавăн пекех танкистсен династийĕ тесен те йăнăш мар: тăваттăн вĕсем. Хальхи вăхăтра вăл тивĕçе тăсаканĕ — Игорь. Вăл Елчĕкри вăтам шкула пĕтернĕ, çар службинче, Чита тата Югра хулисенче, «Т-72» танкăн наводчик-операторĕ пулнă. 2021 çултанпа — контрактник. Вĕсен чаçĕн яланхи дислокаци вырăнĕ — Таджикистанри Душанбе. Унти йĕркелĕхе тытса тăнипе пĕрлех, уйрăм подразделенисене ытти çĕршывсене те яраççĕ. 2023-2025 çулсенче Сиринче пирĕн ентеше те юсав роти йышĕнче пулма тỹр килнĕ. Шăпах хĕрỹ тапхăр пуçламăшĕнче.
Тулли мар мобилизаци пуçланиччен Украинăри ятарлă çар операцине те хутшăнма тивнĕ. Ĕнтĕ Игорь Валерьевич мотострелоксен ротин БТР водителĕ. Вĕсен 800 çынран тăракан батальонăн тактика ушкăнĕ унта тăнă Таджикистанри ĕçтешĕсене улăштарнă.
Çар ĕçĕсен ветеранне малалла хăйне сăмах парар.
— Душанберен Ростова самолетсемпе вĕçрĕмĕр, — хăш-пĕр пулăма уçса пама хирĕç пулмарĕ салтак. -Луганска — автобуспа. Çул çывăх мар, 12 сехет кайрăмăр. Çитсенех пушă çуртсенче вырăн тупрăмăр. Кайри позицисенче чухне эпĕ ялан машинăра çывăрнă. Юраманнине те пĕлетĕп, хăнăхнă та ĕнтĕ.
Заданисене нумай çỹренĕ. Темĕнле лару-тăрăва та лекетĕн.
Октябрĕн 26-мĕшĕ. БТРпа черетлĕ ĕçе тухрăмăр. Машина çинче çиччĕн ларса пыраççĕ. Посадкăна, палăртнă позицине çитрĕмĕр кăна, хохолсем автоматсенчен çунтарма пуçларĕç. Тăруках машина чарăнса ларчĕ. Стартера пусатăп — каймасть. Çỹлте ларнă юлташсем малтанах тапса сикнĕ ĕнтĕ. Наводчикпа иксĕмĕр кăна. Люка уçрăм, пеме чарăнмаççĕ. Уçă тỹпене пăхатăп: пульăсем йăлтăртатни курăнать. Ытларахăшĕ люк хуппине çапăнаççĕ. Тем самантран, мĕнле пулма пултарнă, çывăрмалли михĕсене вут хыпса илчĕ. «Ларнă çĕртех вилсе пулмасть-ха», — тесе люкран тухрăмăр та çĕр çумне йăпшăнтăмăр. Хăш еннелле каймалла? Тавлашса та илтĕмĕр кун пирки Андрюхăпа. Юрать-ха тăшман еннелле мар. Хырăмпа сехет çурă шунă эпир. Çăвара тусан кĕрет, хăсас килет. Унтан-кунтан йĕплĕ ỹсен тăранĕ чышать. Малалла виçĕ сехет утнă-чупнă. Вырăна çитсен командира пулни-иртнине доклад турăмăр.
Октябрĕн 27-мĕшĕ. Броня çук ĕнтĕ манăн. Автомат тупса пачĕç — пехота халь. «МТ-ЛБ» бронетранспортер çине тиенсе Червоно-Поповка ялне (ред.: Луганск облаçĕ) çитрĕмĕр. Пĕр çурт путвалне вырнаçрăмăр. Ак, пирĕн таврара дрон явкаланма пуçларĕ. Чĕрĕ вăйсене шырарĕ-ши вăл? 10 минут иртрĕ. Вара снарядне МТ-ЛБ çине пăрахса хăварчĕ.
Халĕ çуран — ял вĕçне. Командира кĕтетпĕр. Çуртра çĕр каçрăмăр. Мĕн пуррипе апат пĕçертĕмĕр. Тĕрлĕ пỹлĕмре ларатпăр çапла. Пирĕн танксем урампа иртсе пынă май, вĕсем çине тăшман артиллерийĕ ĕçлеме тытăнчĕ. Унччен те пулмарĕ, чỹрече чăл-пар саланчĕ, сĕтел ывтăнса кайрĕ. Тỹрех путвала вирхĕнтĕмĕр. Пĕр çын çук. Ăçта? Пенĕ сасă лăплансан çỹле хăпаратпăр. Эпир çухатни кухньăра ним пулман пек лара парать: «Ăçта пулнă эсир?» — тет тата хăй.
Октябрĕн 28-мĕшĕ. Каçхине. Çĕнĕ позицире окоп чаватпăр. Пирĕн çумра автомат, гранатомет, урăх нимĕн те çук. Командир задача лартать:
— Тăшман çине тепĕр енчен тувинецсем персе тăнă вăхăтра пирĕн малалла — посадкăн тепĕр вĕçне тухмалла. Анчах эпир ун пек тумастпăр, вырăнтах юлатпăр.
Виççĕн кăна хамăр. Окопа анса ĕлкĕрейменччĕ — тỹпере дрон курăнса кайрĕ. Пите каскăпа хупласа хускалмасăр выртатăп. Вăл хăйĕн ĕçне пур пĕр турĕ ĕнтĕ, çапах та чавсаран кăна лекрĕ осколок. Кунтах пĕрремĕш пулăшу панă хыççăн вырăна çитсен медиксем çĕнĕрен сиплерĕç.
Эпир тухмалли посадка вĕçне вара тăшман артиллерийĕ нумайччен персе тăчĕ…
Игорь Сорокин ефрейторăн виçĕ кунхи пулăмĕнчен кăна ку. Пурнăçпа вилĕм хушшинчи хĕрỹ самантсем тата мĕн чухлĕ пулнă-ши? Çар тивĕçне мĕнле пурнăçлани вара наградисенчен курăнать: «Хăюлăхшăн», «Çапăçура палăрнăшăн», II степень «Паттăрлăхшăн», «Сирири парада хутшăннăшăн», «Таджикистанри службăшăн» медальсем.
Çак кунсенче отпуска вĕçлесе 24 çулхи салтак яланхи служба вырăнне — Таджикистана çул тытать. Хỹтĕлевçĕн тивĕçне унтах малалла тăсĕ-и е урăх вырăнсенче — Турă сыхлатăр ăна.
Комментарии 4