Пирĕн округри шкулсем çар традицийĕсемпе пуян: яшсем хушшинче офицер пулас текенсем те сахаллăн мар.
Иртнĕ çул, акă, çар училищисене 11 класс пĕтернĕ виçĕ çамрăк вĕренме кĕнĕ. Вĕсем паян курсант тивĕçне чыслăн пурнăçлаççĕ. Кулленхи йывăрлăхсене çĕнтерме вĕсене ăс-тăн çивĕчлĕхĕ, вăй-хал тĕреклĕхĕ пулăшать. Шкул çулĕсенчех çĕршыв хỹтĕлевçи пулма хатĕрленĕ мар-и хăйсене?
Кỹлпуç ялĕнче çуралнă, Çирĕклĕ Шăхальти вăтам шкула пĕтернĕ Артем Савинов (сăн ỹкерчĕкре сулахайран 2-мĕшĕ) часах Михайловски артиллери академин (Санкт-Петербург) 1-мĕш курсне вĕçлет. Шкул тапхăрĕнче вăл округри, ун тулашĕнчи çăмăл атлетсен, йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕсенче тăтăшах палăрнă. Тăрăшуллă, яваплăха çирĕп туякан каччă.
Унăн юлташĕпе, халĕ пĕрлех ăс пухакан Роман Ильинпа та (сылтăмра) кĕскен паллаштарар. Елчĕк шкулне пĕтернĕскер, тантăшĕпе тĕрлĕ чупусенче тупăшнă та ĕнтĕ. Вăл — Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендиачĕ, обществăлла ĕçсене хастар хутшăннă.
Артемпа Роман Аслă Çĕнтерỹ 80 çул çитнине халалласа ирттернĕ Мускаври çар парадĕнче те мăнаçлăн утнă. Хатĕрленỹ тапхăрĕ çăмăл пулман паллах: кăнтăрла та, çĕрле те çине-çине маршировка ирттернĕ. Çакнашкал нумай тĕрĕслевре пиçĕхет те Раççейĕн çар çынни. Ăнăçу пултăр ентешсене!


Присоединяйтесь — мы покажем вам много интересного
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев