Н.ВОЛКОВ ХАЙЛАВĚСЕМ ТǍРǍХ ТУНǍ ӲКЕРЧĚКСЕМ.
Юпа уйăхĕн вĕçĕнче Чăваш тата Калмăк республикисен хисеплĕ гражданинĕ, Раççей Федерацийĕн наукăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ, СССР Педагогика наукисен академийĕн К.Д.Ушинский ячĕллĕ премийĕн лауреачĕ, пирĕн ентеш Г.Н.Волков çуралнăранпа 95 çул çитет.
Ḉак юбилее халалласа Кивĕ Эйпеçри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта 2, 4 классенче вĕренекенсем уроксем пуçланас умĕн Г.Н.Волковăн «Кил илемĕ» кĕнекинчи калавсемпе юмахсене вуласа тухса тишкереççĕ. Пĕр ярăма пухса пичетленĕ юмахсемпе калавсене, очерксене автор тăван халăхăн ĕмĕрхи ăс – тăнне, йăли – йĕркине, кăмăл – сипетне тата пурнăç тăршшĕпе хăй курни - илтнине тĕпе хурса ăсталанă. Кĕнекери юмахсенче вун–вун ăрури пин–пин çын ăс–тăнĕ. Кĕске каларăшсенче, ваттисен сăмахĕсенче мĕн тери тарăн шухăш тата. Геннадий Никандрович хǎйěн хайлавěсенче вĕсемпе час – часах усă курать.
Юпа уйăхĕнче ачасемпе «Тĕлĕнтермĕш курăк», «Ылтăн çĕр» юмахĕсене, «Хăна чечекĕн асамĕ», «Ват çын – тăват çын», «Ᾰслă ача», «Суяпа инçе каяймăн» тата ытти калавĕсене вуласа тухрăмăр. Каникула каяс умĕн класс ертӳçи ачасене Г.Н.Волков хайлавĕсем тăрăх ӳкерчĕксем тума хушрĕ. Ачасем çак ĕçе кану вǎхǎтěнче хаваспах пурнăçларĕç. Ӗçĕсене онлайн – мелпе ярса пачĕç.
Ача чухне тата ÿсерехпе сăмах хальлĕн ăша илнĕ халапсене Г.Волков манăçа кăларман. Авалтан пыракан ырă йăлана пăхăнса вĕсене çамрăк ăрăва халаллать. Эпир те ҫак йǎла – йěркене тытса пыма тǎрǎшатпǎр.
Присоединяйтесь — мы покажем вам много интересного
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев