Роза Николаевна Журавлевана Сителте пĕлмен çын та çук пулĕ. Пĕр иккĕленмесĕр тăван тăрăхĕнче çеç мар таврари ялсенче пурăнакансенчен нумайашĕ ун ятне илтмесĕр юлман тесе калама пултаратпăр. Ара тараватлă, пĕр май малашлăха ĕненекен, шанакан сăпайлă та ĕçчен хĕрарăм яланах хисепре, яланах халăхра тĕслĕх вырăнĕнче. Çак ырă ята Роза Николаевна хăйĕн маттурлăхĕпе нимĕнле ĕçрен те хăраманнипе çĕнсе илме пултарнă. Шăпах çак сăваплă та таса чунлă хĕрарăм Пан улми сăпасĕн кунĕнче 85 çул тултарчĕ.
Сумлă юбилей ячӗпе Роза Николаевнăна Аслă Арапуç территори пайӗн ертӳҫин тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан Наталия Ермошкина, Аслă Арапуçĕнчи культура çурчĕн ертӳçи Владимир Верликов саламларĕç. Патăрьел муниципалитет округ пуçлăхĕн Рудольф Селивановăн салам открыткине парса чысланă май вăрăм ĕмĕр, çирĕп сывлăх, канлĕ ватлăх сунса пысăк хитре чечек çыххипе тата асăнмалăх парнепе савăнтарчĕç.💐
Присоединяйтесь — мы покажем вам много интересного
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Комментарии 17