Сител ялӗнче пурӑнакан Анастасия Никитична Максимова, 1930 çулта кун çути курнăскер, шăпах турă парнеленĕ çак вăхăта тивĕçлĕн хыçа хăварса 95 çулхи юбилейне паллă турĕ. Çак çула çитсе пĕрре те йывăрлăхсенчен хăраман Наçтук аппа нумай ачаллă çемьере кун çути курнă. Пĕртăвансем мĕн пĕчĕкрен ĕç çумне çыпăçнă, çынран юлас мар тесе хирте пуç çĕклеми тăрăшнă, кил таврашĕнче те пур тивĕçсене те туслăн пурнăçланă. Ирсĕр фашистсем пирĕн çĕршыв çине тапăнса кĕни çемьене йывăрлăха кĕртсе ÿкернĕ. Çамрăк хĕрĕн пиччĕшĕсем вăрçа тухса кайнă. Вăрçă вăхăтĕнче ача çулĕнчен те иртмен пулсан та унăн çитĕннисенчен кая мар тăрăшма, йывăр ĕçре пилĕк авма тивнĕ. Апат-çимĕç çителĕксĕр пулнипе хире крахмал пуçтарма çÿренĕ вĕсем. Тăхăнмаллисем те пулманран çулла çара уранах чупнă. Урамра: «Вăрçă чарăннă!» — тесе кăшкăрса иртнине илтсен мĕн тери савăннине вăл халĕ те ас тăвать. Çакна нихăçан та манас çук тесе палăртать. Ку савăнăçа урăх нимĕнпе те танлаштарма та пултараймастăп тет. Асаплă кунсем иртсе кайсан та йывăрлăхсем пĕтмен-ха. Хаяр тăшмана пула юхăннă ял-хуласем пур пĕрех нушаллăн сывланă. Çавăнпа тата та нумайрах вăй-хума тивнĕ Наçтук аппан. Çул çитсен Анастасия Никитична ыттисемпе пĕрле торф кăларнă çĕрте ывăннине пĕлмесĕр вăй хунă. Каярахпа вара тăван колхоза малалла ярассишĕн ырми-канми мĕн пенси çулне çитичченех тăрăшнă. Пур çĕрте те тивĕçĕсене вăхăтра тата тÿрĕ кăмăлтан пурнăçланă. Тăрăшса ĕçлесе вăл чылай хутчен чыса тивĕçнĕ. Унăн килĕнче тĕрлĕ хисеп хучĕсемпе, медальсем иртсе кайнă самантсене аса илтерсе тирпейлĕн упранаççĕ. Лайăх хĕре ялтан кăлармаççĕ тенĕ мĕн авалтан. Хитре те сăпайлă, ĕçчен те маттур Анастасийăна та Сител каччиех куç хывнă.1955-мĕш çулта Павел Максимовпа пĕрлешсе çемье çавăрнă пике. Ял çинче сумлă та хисеплĕскерсем виçĕ тĕпренчĕкне тĕрĕс-тĕкел çитĕнтерсе ÿстернĕ. Шел пулин те нумай çул каялла мăшăрĕ вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Çак йывăр саманта Наçтук аппана шăпах ачисемпе тăванĕсем чăтса ирттерме пулăшнă та. Вĕсене пулах вăл паянхи хĕвел çутипе киленсе, виçĕ тĕпренчĕкĕпе, 4 мăнукĕпе тата 2 кĕçĕн мăнукĕсемпе савăнса пурăнать. Наçтук аппа çулне кура пĕрре те ватă мар. Вăл сывлăх енчен аптрасах каймасть. Çакă мĕн ĕмĕр тăршшĕпе сывă пурнăç йĕркине тытса пынине кура. Хĕрарăм ытларах чух килте туса илнĕ çимĕçсемпе курăк чейĕпе сăйланма тăрăшать. Тăн енчен илес пулсассăн Анастасия Никитичнана вуçех те 95-ре тесе калас килмест. Вăл çав тери ăслă, тавракурăмлă, тавçăруллă асанне-кукамай. Чăваш халăх йăли-йĕркисемпе çыхăннă япаласене халĕ те питĕ аван астăвать. Ĕлĕххи юрăсене те манăçа кăларман-ха Наçтук аппа. Тăванĕсем е кÿршисем хăнана пуçтарăнсассăн яланах хăйĕн уçă сассипе пĕр-ик çаврăм юрласа савăнтарать. Сумлă юбилейпа пирĕн хаклă аппана Аслă Арапуç территори пайӗн ертӳҫин тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан Наталия Ермошкина, Аслă Арапуçĕнчи культура çурчĕн ертӳçи Владимир Верликов, Сител вулавăш пункчĕн библиотекарĕ Оксана Хомуткина саламларĕç. Раççей президенчĕн Владимир Путинăн, Патăрьел муниципалитет округ пуçлăхĕн Рудольф Селивановăн салам открыткисемпе пĕрле тав хучĕ парса чысланă май хисеплĕ Анастасия Никитичнана вăрăм ĕмĕр, çирĕп сывлăх тата канлĕ ватлăх сунса пысăк хитре чечек çыххипе тата асăнмалăх парнепе савăнтарчĕç. Наçтук аппа хăнасене ватта килсе сума сунăшăн, ăна манса кайманнишĕн, вĕсем çамрăк чухне асапланса тăрăшнине хисепе хунишĕн тав турĕ. Пурне те тепĕр юбилейне те пĕрле уявлама йыхравласа ăшă кăмăлпа ăсатрĕ.
Мы используем cookie-файлы, чтобы улучшить сервисы для вас. Если ваш возраст менее 13 лет, настроить cookie-файлы должен ваш законный представитель. Больше информации
Комментарии 17