🕯Паян çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче вӑрҫӑра пуҫӗсене хунӑ паттӑрсене асӑнмалли кун. Раççейри кашни çын çак хаяр тапхӑрта ҫӗнтерӗве ҫывхартнӑ салтаксене чыс тӑвать. Вĕсен ячӗпе кашни палăк умĕнче митингсем ирттереççĕ.
Сителте те Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче вилнисене халалласа лартнă палăк умĕнче йышлăн пухăнчĕç. Вĕсем ялăмăртан мирлĕ пурнăçшăн кĕрешме тухса кайнă 153 салтакран каялла таврăнса тăван çĕрĕн таса сывлăшĕпе сывлайман, вăрçă хирĕнчех тăнăçлăхшăн çапăçса пуçĕсене хунă 80 ентешĕмĕрсене пуç тайса чыс турĕç. Ҫавӑн пекех Афган, Чечня вӑрҫисенче, Украинӑри ятарлӑ операцинче паттӑррӑн пуҫӗсене хунӑ ентешсене те хисеплесе кашнийĕшнех ятран палăртса çаксене тата ытти ял-хуларан хăрушă тăшмана пĕтерессишĕн пиртен уйрăлнисене çуртасем çутса аса илчĕç. Ялти педагог- ветеран Вера Ильинична Козлова сӑмах тухса каларӗ. Вӑрҫӑ ахрӑмне, унӑн паттӑрӗсене яланах асра тытмаллине, манмалли маррине палӑртрӗ.
Çĕр-аннемĕр асаплăн чăтнă 1418 кунра фашистсене тĕп тăвас тесе паттăррăн çапăçнă салтаксен ячĕпе пĕтĕм Раççейĕпех иртекен «Шăплăх минучĕ» акцине те хутшăнчĕç сителсем. Вĕсем хăйсен юнĕпе çĕнтерĕве çывхартнă, анчах та ăна кĕтсе илеймен, çапăçу хирĕсенчех выртса юлнă паттăрсене аса илсе, палăк умĕнче пуçĕсене тайса тăчĕç.
Присоединяйтесь — мы покажем вам много интересного
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Комментарии 3