Кунта Сителшĕн хăй вăхăтĕнче ырми-канми вăй хунă сумлă Юрий Павлович Прискина хисеплесе волейбол турнирĕ иртрĕ.
Турнирта куракансем те, вылякансем те чылайăн пулчĕç. Спортсменсем 4 ушкăна пайланса тупăшрĕç. Кашни команда питĕ вăйлă выляма пултарнипе тĕлĕнтерчĕ. Çапла вара çирĕп тупăшура "Молодежка" ушкӑн пĕрремĕш вырăна тухса савăнтарчĕ. Пьедесталăн иккĕмĕш картлашки çине «Ударник» хăпарма пултарчĕ. Виççĕмĕшсем – «Победа». Хавхалантару призне шкул ачисен ушкӑнӗ тивӗҫрӗ. Пур ҫĕнтерÿçĕсене те сумлă парнесемпе савӑнтарчӗç.
Ăмăртăва хутшăнакансене ял старости Юрий Степанов тата Юрий Павлович ачисем спортсменсене ăнăçу сунчĕҫ, ял халăхне маттур ентешсене манманнишĕн мухтарӗҫ. Тӑван тӑрӑхшӑн хастар ӗҫлекен юлташсене Тав хучӗсем парса чысларӗҫ.
Уява ятарласа килнӗ чӑваш эстрада ҫӑлтӑрӗсем пуянлатрӗҫ. Вӗсем ял-халӑхне, хӑнасене хаваслӑ концертпа савӑнтарчӗҫ.
Присоединяйтесь — мы покажем вам много интересного
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Комментарии 1