Аннеҫӗм ан ҫых, хура тутӑр
эп тӳперен веҫех курап.
Эсӗ ҫыхсассӑн хура тутӑр,
хама эп айӑплӑ туяп.
Вӑхӑтсӑр шуралнӑ ҫӳҫӳшӗн,
айӑплӑ эп сан умӑнта.
Шӑпам - ши пулчӗ ман аннеҫӗм,
ҫакӑн пек мирлӗ вӑхӑтра.
Емӗтсем манӑн та нумайччӗ,
юратупа ҫунатчӗ - чун.
Кун - ҫул татӑласса кӗтменчӗ,
мӗншӗн кӗске пулчӗ кун - ҫул...
Маншӑн аннеҫӗм эс ан макӑр,
сирӗн куҫҫӳль - маншӑн асап.
Ман пеккисем кунта нумайӑн,
эпӗ аннем, Ҫӳлтен курап.
Чуну сӗре кӳтсе килсессӗн,
чунна хытар та лӑплансам.
Пуласси пулчӗ пуль, аннещем,
маншӑн та эсӗ - пурӑнсам.
Миҫе хутчен - ши вӑранатӑп,
ывӑлӑм саншӑн , кулянса.
Килмессине пӗлсех кӗтетӗп,
чӗреме хирӗҫҫӗн- кайса.
Куҫран куҫҫӳль нихҫан та типмӗ,
йывӑр ытла та ҫухату.
Пилпе сана ачам ӑсатрӑм,
татӑлчӗ - ҫке килес ҫулу.
Тӗрекӗм эс, тесе шанаттӑм,
эс килессе чунтан кӗтсе.
Хӗрӳ ҫулӑмра сан вӗҫленчӗ,
пурнӑҫу сӳнчӗ, кӗлленсе...
Мӗне кӗтеп, мӗне шанатӑп,
ыйӑхсӑр вӑрӑм каҫсенче.
ҫук ҫук, нихҫан эсир вилместӗр,
пурнатӑр аннӗр - чӗринче...
Присоединяйтесь к ОК, чтобы посмотреть больше фото, видео и найти новых друзей.
Комментарии 545