Аннесем, сирӗн ятпа халалланӑ манӑн ҫакӑ йӗркери сӑмахсем. Йышӑнсамӑр, ан кӳренсемӗр.Яланах -ҫирӗп сывлӑхлӑ пулӑр. Сирӗн пек ӑшӑ та ҫемҫе алӑлли , чипер те ӑшӑ кулӑпа ҫиҫекен сӑнлӑ ҫын урӑх никам та ҫук.
Аннесене суйламаҫҫӗ, кирек мӗнле пулсан та вӑл пирӗн -АННЕ.
ПАРНЕЛЕС терӗм аннене кӗл чечек.
Техӗмлӗ -сайра, хӑйӗн пек чечен.
Хӗрли, саррине-тӗрлӗрен тӗслине
Курас -ҫиҫекен хӳхӗм сӑн-питне!
Парнелес терӗм аннене куҫ кӗски
Ялан эс пул пуринчен ҫамрӑкки.
Асамлӑ тӗкӗр шутламасть кун ҫути
Яланхи сӑнар юлтӑр куҫ тулли!
Парнелес терӗм аннене шыв курки
Сывлӑх ҫӑлкуҫӗ , хакли,чи кирли.
Ӑсма ан ӳркен, курки пултӑр тулли,
Юлтӑр пайтах ачусем те валли!
Юрату парни те кирлӗ аннене
Курма ыр чунтан тӑванун йышне.
Чечек, шыв курки, куҫ кӗски телее.
Эх, аннеҫӗм анне , эс пирӗн пӗрре!
Шанӑҫпи -Натали 03.11.2024 ҫул .


Присоединяйтесь — мы покажем вам много интересного
Присоединяйтесь к ОК, чтобы посмотреть больше фото, видео и найти новых друзей.
Комментарии 17
Маттур, питӗ пултаратӑр, чун-чӗре вырӑнтан хускалать кун пек йӗркесене вуланӑ хыҫҫӑн!
Тав сире, ШАНӐҪпи!!!
Маттур, Натали !
Сӑвву — чи илемлӗ
чечексен ҫыххи !!!