Эп сӑмах хӑватне ӗненетӗп.
Эп пӗлеп - сӑмахпа этеме
Амантма та пулать, ӳкерме те.
Ӳкнине те пулать ҫӗклеме!
Чӑваш халӑх поэчӗ Петӗр Хусанкай ҫак йӗркесене пулас "Сувар" хаҫатра ӗҫлекенсене халалласа ҫырса хӑварнӑ пекех туйӑнать. Ахальтеним-ха эпир ун ячӗпе пултаруллӑ ҫыравҫӑсене литература премийӗ паратппр? Юбилейпелен, юлташсем, ҫавра ҫулпа!